18 июля 2014 г.
Çак кунсенче Тула хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри педагогика конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Дистанци конкурсне урăх çĕр-шывсен педагогĕсем те хутшăннă.
Тăвайри ача-пăча искусствисен шкулĕн преподавателĕ Светлана Глуховашăн конкурса хутшăнни чăннипех ăнăçлă пулнă. Унăн ачасене фортепианăпа выляма вĕрентес ĕç опытне конкурсра пысăк хак панă, Светлана Анатольевна Çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ, ăна II степеньлĕ Дипломпа наградăланă. Çĕнтерỹçĕне ăшшăн саламлатпăр, малашнехи ĕçре те ỹсĕмсем сунатпăр.
Г.НИКОНОВА.