АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Производствăри ырă улшăнусем

18 июля 2014 г.

 

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта республикăри ял хуçалăхĕпе промышленность производстви ỹсĕмлĕ пулнă.

Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларнин индексĕ, малтанлăха шутланă тăрăх, 101 процентпа танлашнă. Пур йышши хуçалăхра ял хуçалăх культурисене 558,6 пин га акса-лартса хăварнă (иртнĕ çулхинчен 9,3 пин га ытларах). Сĕт, аш-какай туса илесси ỹснĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ çав майлах (100,3 процент).

АПК предприятийĕсене июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне 1 млрд. ытла тенкĕ субсиди куçарса панă. Çав вăхăтрах федераци субсидийĕсемпе çыхăннă парăмсем 2012 çулта 62,7 млн., 2013 çулшăн 160,4 млн. тенкĕ шутланаççĕ. Кредит уйăрас ыйтусемпе ĕçлекен комиссие пĕтĕмпе 1 млрд. ытла тенкĕлĕх 283 инвестици проекчĕ ярса панă, анчах ку таранччен пĕр заявление те пăхса тухман. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев финанс пулăшăвĕ илмелли программăна хутшăннă организацисен хăйсен парăмĕсене реструктуризацилеме право пуррине аса илтернĕ, унпа çине тăрса усă курма сĕннĕ.

Промышленность производствин индексĕ 103,6 процент шутланать. Ĕçлесе тирпейлекен производствăсенче ỹсĕм пысăкрах та.

Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика