18 июля 2014 г.
Виçĕм кун район администрацийĕн кĕçĕн залĕнче 2014 çулхи майăн 27-мĕшĕнчи 136№-лĕ федераллă закона улшăнусем кĕртес ыйтусене сỹтсе явассипе "çавра сĕтел" иртрĕ.
Тĕл пулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе туса хунă ĕçлĕ ушкăн тата район активĕ - ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕсен çумĕсем, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем, учрежденисемпе организацисен, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Ĕçлĕ ушкăн йышĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ-бюджет, финанс тата налогсем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Князев, Çĕрпỹ район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Михеев, Мачамăш (Вăрнар районĕ) ял старости Леонид Егоров, Ачак ял тăрăхĕн (Канаш р-нĕ) пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов пулчĕç. Пухăннисем тĕрлĕ шайри хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелес ыйтусене сỹтсе яврĕç. Анатолий Пантелеймонович халиччен вырăнти хăй тытăмлăха туса хурас йĕркесене муниципалитет уставĕнче палăртнă пулсан, малашне ăна РФ субъекчĕ палăртма пуçласси çинчен аса илтерчĕ. Çапла çĕнĕрен йышăннă федераллă законпа килĕшỹллĕн муниципаллă тытăмăн пуçлăхне муниципалитет суйлавĕнче е суйланнă депутатсем хушшинчен суйласа лартма юрать. Унсăр пуçне ял тăрăхĕсем татса памалли ыйтусен хисепне 13-е çити чакарнă, ытти тивĕçĕсене района параççĕ. Пĕр сăмахпа, пухăннисем хамăрăн "пĕрлехи çуртра" пурнăçа мĕнле йĕркелесен лайăхрах пулма пултарасса сỹтсе яврĕç. Калаçăва ĕçлĕ ушкăн членĕсем те, район администрацийĕн ертỹçи В.Ванеркепе унăн çумĕ В.Чайкин та хутшăнчĕç. Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем Ю.Ефимовпа А.Шакин, Л.Николаева, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Васильев, Элпуç, Тăрмăш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Козловпа В.Разин тата ыттисем тухса калаçрĕç, репликăсем турĕç. Шухăшсем тĕрлĕрен пулчĕç тухса калаçакансен. Пĕрисем ял тăрăхĕн пуçлăхне халăхпа суйлас шухăша ырларĕç, теприсем ăна суйланнă депутатсен хушшинчен çирĕплетни сумлăрах пуласса каларĕç. Района та, унăн администрацине те пĕр çыннăнах ертсе пымаллине палăртрĕ ытларахăшĕ.
Муниципаллă тытăм пуçлăхĕ халăх суйланă орган йышне татса паракан сасăпа кĕрет, унăн председателĕн тивĕçне пурнăçлать е вырăнти администрацие ертсе пырать. Администраци пуçлăхĕ халăх суйланă орган йышне кĕрсе председатель тивĕçне те пурнăçлать.
Паллах, хальлĕхе çынсен шухăш-кăмăлне шута илес, мĕнле вариант лайăхрах пулнине пĕлес шутпа кăна сỹтсе яврĕç ку ыйтусене, вĕсем тăрăх ЧР Патшалăх Канашĕ хăй закон йышăнма палăртать. Çавах та пĕр-пĕринпе канашласа пăхни усса килессе шанмалла.
И.ИВАНОВ.