15 июля 2014 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕçлĕ визитпа эрнене яхăн Латинла Америкăра тата Кубăра пулчĕ. Кубăра вăл патшалăх ертỹçипе Рауль Кастрăпа тата унăн пиччĕшĕпе, революци лидерĕпе Фидель Кастропа тĕл пулса калаçнă, промышленность, ку чухнехи технологисем, энергетика, гражданла авиаци, космоса мирлĕ тĕллевпе тĕпчес, медицина тата фармацевтика тĕлĕшпе килĕшỹсем тунă. Раççей Кубăна тинĕс портне лайăхлатас, шельфра нефть скважини пăралас, ТЭС валли энергоблоксем тăвас ĕçсенче пулăшма шантарать. Раççей Кубăра çĕр çинчи ГЛОНАСС станцине вырнаçтарас шухăшлă. Куба çамрăкĕсем Раççейри аслă шкулсенче бюджет шучĕпе вĕренеççĕ. Туризм аталанать.
Владмир Путин Кубăран Никарагуана çул тытнă, Даниэль Ортега президентпа тĕл пулнă. Икĕ çĕр-шыв дипломати çыхăнăвĕ йĕркеленĕренпе кăçал шăпах 70 çул тултарать. "Хутшăнусене, уйрăмах экономикăра, аталантармалли никĕс лайăх пирĕн",-палăртнă В.Путин. Раççей Никарагуана ял хуçалăх техники тăратма шутлать, тулă, автомашинăсем сутать. Ертỹçĕсем çавăн пекех фармокологи енĕпе килĕштерсе ĕçлес, çĕр çинчи ГЛОНАСС станцийĕсене вырнаçтарас тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă.
Раççей Президенчĕ В.Путин Аргентинăна та çитнĕ, унта патшалăх пуçлăхĕпе Кристина Фернандес де Киршнерпа икĕ çĕр-шыв пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлес, тĕнчери лару-тăру ыйтăвĕсене сỹтсе явнă, тĕрлĕ енĕпе килĕшỹсем тунă. Аргентина БРИКС (Бразили, Раççей, Инди, Китай тата Кăнтăр Африка Республики) ушкăн членне кĕресшĕн.
Турне Бразилире вĕçленнĕ. Владимир Путин Рио-де-Жанейрори Маракана стадионта тĕнчери футбол чемпионачĕн финалти тĕл пулăвне пăхнă (Германипе Аргентина командисем вылянă), пĕтĕм тĕнчери ФИФА президенчĕ Йозеф Блаттерпа Бразили президенчĕ Дилма Русефран "эстафета патакне" йышăннă, вĕт тепĕр 4 çултан тĕнчери футбол чемпионатне Раççейре ирттерме палăртаççĕ. В.Путинпа Д.Русеф çавăн пекех икĕ çĕр-шыв пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлес пирки калаçса татăлнă. Рио-де-Жанейрора Владимир Путин Германи канцлерĕпе Меркельпе тĕл пулса калаçнă.
Владимир Путинăн ĕçлĕ визичĕ тĕнче политики çине ырă витĕм кỹрессе шанмалла. Вăл тĕнче пĕр енлĕн кăна аталанса пыма пултарайманнине, тĕрлĕ çĕр-шывсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени, туслă çыхăнусем тытни тĕнчери хăрушсăрлăха çирĕплетнине палăртнă.
И.СОЛОВЬЕВ хатĕрленĕ