АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агрохимиксем пулăшнипе

15 июля 2014 г.

 

Тăвай районĕнче çĕрсен пулăхне ỹстермешкĕн 2014 çулта агрохими ĕçĕсем пурнăçлас тĕлĕшпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви ирттернĕ конкурса "Яманчуринăри сельхозхими" уçă акционерлă общество çĕнсе илнĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне "Яманчуринăри сельхозхими" УАО "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă общество уйĕсене 127 гектар извеçленĕ, пурĕ 530 тонна извеç материалĕ хывнă. Пĕтĕмпе вара 178 гектара извеçлеме, 744 тонна извеç материалĕпе усă курма палăртнă. Юлашки гектарсем çинчи ĕçсене "Яманчуринăри сельхозхими" УАО "Родник" уйĕсенче çурхи тĕш-тырă культурисене пухса кĕртнĕ хыççăн туса ирттерĕ.

Калиллĕ удобренисене 178 гектар вырăнне 254 гектар çине хывнă, çав шутра "Акконд-агро фирма" ХАОра - 127, "Родник" ОООра 50 тата С.Михайлов хресчен фермер хуçалăхĕнче _ 68 гектар çине. Яманчуринăри сельхозхими ĕçченĕсем районти уйсен пулăхлăхне лайăхлатса çĕрсене пурĕ 338,6 пин тенкĕлĕх извеçленĕ е лимитпа çакна валли уйăрнă укçа-тенкĕн 62 процентне ĕçе кĕртнĕ. Калилес ĕçсене 541,8 пин тенкĕлĕх е 100 процент чухлĕ пурнăçланă.

А.СОЛОВЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика