АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшни куç кĕрет, анчах чарса лартнă ĕçсем те пур

15 июля 2014 г.

 

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта район территорийĕнче 46 преступлени (пĕлтĕрхи çав тапхăрта - 56) регистрациленĕ. 6 преступлени тăрăх ĕçе чарса лартнă.

Çав шутра - Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнче çын сарайĕнчен 7 кăвакал вăрланине; Тăвайра автомашина салонĕнчен 50 пин тенкĕ укçа çухалнипе çыхăннă тĕслĕхпе; Элпуç ял тăрăхĕнчи вандализмпа çыхăннă преступление; Чутей çывăхĕнчи вăрманта закона пăсса пăшине пенине; Элпуçĕнчи Н.Шабалина килĕнчен паллă мар çын 18 пин тенкĕ тăракан ноутбук вăрланипе тата тепĕр преступлени элек сарас тĕллевпе суя шăнкăравпа çыхăннă.

Январь-июнь уйăхĕсенче преступленисем иртнĕ çулхи тапхăртинчен 22процент сахалрах пулнă. Пĕтĕмĕшле уçса параслăх 88,5 процентпа танлашнă (пĕлтĕрхи çав тапхăрта - 91,7). Уçса панă преступленисен пысăкрах пайĕ полици уйрăмĕн тỹпи çине ỹкет(95,7 процент). Апла пулсан полици уйрăмĕ ку енĕпе витĕмлĕрех ĕçленĕ.

Регистрациленĕ преступленисен пысăкрах пайĕ (63 процент) йывăр мар шутланать, 21,7 проценчĕ - вăтам йывăрăшшисем, 46 преступленирен тăваттăшĕ (8,7 процент) уйрăмах йывăррисен, виççĕшĕ (6,5 процент) йывăррисен шутне кĕреççĕ.

Отчетлă тапхăрта хĕрарăма мăшкăлланă, хăратса е анратса укçа илнĕ, автомототранспорт хатĕрне вăрласа кайнă, суя укçа туса хатĕрленĕ тата ăна сарнă, кĕсье çаратнă, терроризмпа, пĕр халăх представителĕсем тепĕр халăх представителĕсене курайманнин никĕсĕ çинче, тĕн хирĕçлевĕпе çыхăннă преступленисем пулман. Ют пурлăха хапсăнасси иртнĕ çулхи тапхăртинчен 59,1процент чакнă №çав вăхăтрах вĕсене уçса парассине хавшатнă (иртнĕ çулхи 93,8 процентран 75 процента çити).

Пĕрремĕш çур çулта вăрланипе çыхăннă 8 преступление регистрациленĕ (пĕлтĕр - 15). Пĕтĕм преступленисен 17,4 процентне йышăнать ку. Асăннă категорири 3 преступление уçса парассине чарса лартнă.

Экономикăпа çыхăннă, коррупци сĕмĕ пур преступленисене иртнĕ çулхинчен (6 тĕслĕх) 50 процент сахалрах тупса палăртнă (3). Вĕсенчен пĕри службăри ултавпа (292-мĕш статья), тепĕр иккĕшĕ йывăçсене каснипе çыхăннă.

Полици сотрудникĕсем тăрăшнипе шыравра шутланнă 2 преступнике тытнă.

Çул çитмен çамрăксем 4 преступлени тунă (пĕлтĕр -7).

Обществăлла вырăнта тунă преступленисен шучĕ (12) ỹснĕ (иртнĕ çул - 11). Вĕсен 80 процентне уçса панă. Çав шутран 2 преступлени çын сывлăхне пĕле тăркач вăтам йывăрăш сиен кỹнипе, тепĕр 2-шĕ çул çỹремелли тата транспорт хатĕрĕпе усă курмалли йĕркесене пăснипе, пĕри хулиганла ĕçпе, 2 тĕслĕх çынна хăрушлăхра пăрахса хăварнă тĕслĕхпе çыхăннă.

Шел пулин те, ỹсĕрпе тăвакан преступленисен шучĕ ỹсрĕ (63,2 процент чухлĕ). Ỹсĕрпе 31 преступлени тунă (иртнĕ çулхи çав тапхăрта - 19). Пĕтĕмĕшле хисепре "ỹсĕр преступленисем" 67,4 процент йышăнаççĕ ( иртнĕ çулхи тапхăртинчен 24,2процент нумайрах). Çавăн пекех унччен айăпланнă çынсем тепĕр хут преступлени тунă тĕслĕхсем нумайланнă (Ç38,9) чухлĕ) - 18-тан 25 çити.

Асăннă тапхăрта 293 административлă протокол çырнă (пĕлтĕр - 518), вĕсем тăрăх 68080 тенкĕ штраф хунă (пĕлтĕр - 73500 тенкĕ). Иртнĕ çулхи пĕрремĕш çур çулта 117400 тенкĕ штрафа шыраса илнĕ пулсан, кăçал - 87050 тенкĕ кăна.

Ял тăрăхĕсем тăрăх илес пулсан, Тăвай ял тăрăхĕнче 13, Элпуç ял тăрăхĕнче 7, Тĕмерпе Тушкил ял тăрăхĕсенче 6-шар преступлени регистрациленĕ. Вĕсенчен ытларахăшне унччен закон умĕнче айăпа кĕнĕ çынсемех тунă.

Январь-июнь уйăхĕсенче район территорийĕнче 11 çул-йĕр инкекĕ пулнă (иртнĕ çул - 6). Вĕсен вăхăтĕнче 1 çын вилнĕ, 15 çын аманнă. 3 инкеклĕ ĕç ỹсĕр водитель айăпĕпе пулнă, 1 тĕслĕх - хăвăртлăх режимне пăснипе.

В.ОБАСЬКИН, полицин районти уйрăмĕн начальникĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика