15 июля 2014 г.
Çак эрнере патшалăх пушар надзорĕн органĕсене туса хунăранпа 87 çул çитет.
Раççей МЧСĕн патшалăх пушар надзорĕ ку чухне пушарсенчен асăрхаттарас тата профилактика тăвас, çавăн пекех халăха, объектсене, пурлăха вут-çулăмран хỹтĕлемелли эффективлă мерăсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен хăватлă та результатлă тытăм пулса тăрать. Унăн сотрудникĕсем куллен вăй хунипе нумай инкекрен сыхланма, пушарсенчен шар курассине тата вут-çулăмра пурлăх пĕтессине палăрмаллах чакарма май парать.
Вунпĕрмĕш çул ĕнтĕ патшалăхăн пушарпа кĕрешекен районти службинче Аркадий Витальевич Фролов надзор инспекторĕ пулса тăрăшать. Хăй ĕçне пĕлекен пултаруллă специалист вăл. Аркадий Витальевич районти экономика объекчĕсенче вут-кăвартан сыхланас, вĕсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленине тĕрĕслесех тăрать, асăрханă çитменлĕхсене пĕтерме тимлет. Хăйĕн служба тивĕçĕсене вăл патшалăх пушар надзорĕн ĕçне йĕркелекен законсем, организациллĕ-йĕрке тумалли тата нормативлă документсем ыйтнипе килĕшỹллĕн туса пырать. Тỹрĕ кăмăллă та ĕçчен, сăпай çын вăл. Çав вăхăтрах пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăсакансенчен çирĕп ыйтма та пултарать. Хăйĕн пĕлĕвĕпе ăсталăхне ỹстерсе пыма ăнтăлать. Коллективра хисепре Аркадий Витальевич.
В.МИХАЙЛОВ,районти надзор ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ, шалти ĕçсен службин майорĕ.