15 июля 2014 г.
Бразилире тĕнчери футбол чемпионачĕ вĕçленчĕ. 32 çĕр-шыв команди хутшăнчĕ унта. Шел те, Раççей футболисчĕсем ушкăнри 3 тĕл пулуран пĕрне те выляса илеймерĕç, Кăнтăр Корейăпа тата Алжирпа 1:1 шутсемпе вылярĕç, Белгирен 0:1 шутпа çухату тỹсрĕç те малалли кĕрешỹрен тухса ỹкрĕç.
Чемпионат нумай кĕтменлĕх илсе килчĕ. Унчченхи чемпионсене испанецсене пĕрремĕш тĕл пулурах голландецсем 5:1 шутпа çĕмĕрсе тăкрĕç. Ун хыççăн пĕрремĕшсем Чилие 0:2 шутпа выляса ячĕç. Пуçламăшĕнчех фаворитсем шутланнă нимĕçсемпе голландецсем, аргентинецсемпе бразилецсем чăнахах çурма финала çитрĕç. Анчах Бразили команди нимĕçсенчен хоккейри шутпа çухату тỹсрĕ (1:7)! Тĕп тата хушма вăхăтра çаплипех шута уçайман голландецсемпе аргентинецсен пенальтисен серине тапма тиврĕ. Кунта ăнăçу аргентинецсен енче пулчĕ (4:2). Бразилипе Голланди хушшинче 3-мĕш вырăншăн пынă кĕрешỹре юлашкисем çиеле тухрĕç (3:0).
Çапла вара финалта кĕтнĕ пекех нимĕçсем аргентинецсемпе вылярĕç. Пирвайхи минутсенченех вĕсем Аргентина командине вăйлă хĕсрĕç, анчах 2-мĕш таймра вăйă шайлашрĕ. Аргентинецсем те çивĕч контратакăсем йĕркелерĕç, çавах та вĕсем голпа вĕçленмерĕç. Хушса панă 15-шер минутлă икĕ тайм вĕçленес умĕн нимĕçсен çамрăк тапăнаканĕ Марио Гетце шута уçма пултарчĕ. Аргентинецсем, тем пек тăрăшсан та, ăна танлаштараймарĕç. Кĕрешỹ çаплипех 1:0 шутпа вĕçленчĕ. Германи футболисчĕсем тĕнче кубокне, вĕсен вратарĕ ылтăн перчеткене, чи лайăх бомбардир Колумби хавбекĕ Родригес ылтăн бутсăна, турнирăн чи лайăх футболисчĕ Мессе №Аргентина№ ылтăн мечĕке тивĕçрĕç. Кăмăлĕсем хуçăлнă аргентинецсен куçĕнче вара тулли куççуль тăчĕ.
И.ИВАНОВ.