15 июля 2014 г.
Кивĕ Пуянкасси каччи Николай Степанов иртнĕ çул ят тухсан çар службине кайрĕ. Ял çыннисем чылаййăн пухăннăччĕ ăна ăсатма.
Кольăна службăна Приморье тăрăхне илсе кайнă. Çав çулах Инçет Хĕвелтухăçне шыв илнĕ. Çар çыннисене инкекре пулăшма шыв илнĕ районсене куçарнă. Николай Степанов та унта лекнĕ, çут çанталăкăн çак вăйне пăхăнтарма хастар хутшăннă. Оборона министрĕ Сергей Шойгу приказĕпе Н.Степанова "Амур тăрăхĕнчи стихийăна пĕтерме хутшăннăшăн" медальпе наградăланă. Салтак нумаях пулмасть çар службинчен киле таврăнчĕ.
Николай çемьере виççĕмĕш ача. Унăн икĕ аппăшĕ тата шăллĕпе йăмăкĕ пур. Килĕнче асламăшĕ Римма Семеновна, амăшĕ Алена Владимировна тата ашшĕ Сергей Анатольевич пурăнаççĕ. Амăшĕ ялти уйрăм çын магазинĕнче ĕçлет.
Ф.ПЕТРОВ