11 июля 2014 г.
Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Почта çыхăнăвĕ нумай ĕмĕр хушши ĕнтĕ çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшакан чи меллĕ, перекетлĕ тата шанчăклă çыхăну хатĕрĕ пулса юлать.
Çак сферăра хăйсен профессине чунтан парăннă, компетентлă та тимлĕ çынсем вăй хураççĕ. Çанталăка пăхмасăр, кашни кун почтальонсем çырусемпе посылкăсене, хаçатсемпе журналсене, пенсисемпе пособисене республикăн чи инçетри кĕтесĕнче пурăнакансене те вăхăтра çитерсе парассине тивĕçтереççĕ.
Атăлçи федераци округĕнче виççĕмĕш çул чи лайăх почтальон ятне пирĕн ентеш тивĕçет, çакă Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕн ĕç тухăçлăхне ĕненмелле çирĕплетет.
Раççей почтин ĕçченĕсен çынсене усă кỹме ăнтăлни, общество ĕçĕнчи хастарлăхĕ тата ăшă чунлăхĕ унăн "Ентешсен тав сăмахĕ", "Эс пĕччен мар" ятсемпе иртекен социаллă акцийĕсенче те лайăх палăраççĕ.
Почтальонсем пĕччен пурăнакан пенсионерсемпе сусăрсене, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсене республикăра пурăнакансенчен салам открыткисемпе ыр кăмăллăх парнисене тỹлевсĕр çитерсе парса кашни çулах савăнтараççĕ.
Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕн вырăнти тематикăллă почта открыткисене пичетлесе кăларассипе çыхăннă проекчĕ обществăна самай кăсăклантарчĕ. Шупашкар хулине сăнлакан юлашки вăхăтри хăйне евĕрлĕ хĕрĕх открыткăна республикăри паллă музейсемпе тата ỹнер шкулĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе туса хатĕрленĕ, çакă, паллах, Чăваш Енпе тата унăн тĕп хулипе кăсăкланассине вăйлатма пулăшрĕ.
Почта çыхăнăвĕн мĕн пур ĕçченне суйласа илнĕ профессие чунтан парăннăшăн чĕререн тав тăватăп. Сире çирĕп сывлăх, хастар кăмăл-туйăм, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.В.ИГНАТЬЕВ.