АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр салтакăн ячĕ халăх асĕнче

11 июля 2014 г.

 

Кăçалхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Мучарта çуралса ỹснĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă Петр Харитонович Бухтулов çуралнăранпа 90 çул çитет. Петр Харитонович Бухтулов - Совет Союзĕн Геройĕ.

Вăл 1924 çулта Мучар ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăрçă умĕн çамрăк Канаш хулинче катка-пичке тăваканра ĕçленĕ.

Вăрçă пуçланнă чух Петр Бухтулов 17 çулта пулнă. 1942 çулта хăй ирĕкĕпе Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Ăна кĕçĕн командирсен шкулне янă, вĕренсе пĕтерсен наводчик пулса тăнă. Пĕрремĕш хут çапăçу хирне Çурçĕр Хĕвеланăç фронтĕнче Старая Русса хулине кĕрсе артиллерист хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. 1943 çулхи июль-май уйăхĕсенче хастар комсомолец нимĕçсен икĕ танкне, 100 салтакне тĕп тунă. Çак çулах вăл пĕрремĕш наградăна - "Хăюлăхшăн" медале тивĕçнĕ. 16-мĕш артиллери дивизи сержанчĕ Брянск, Степной, 2-мĕш Украина фрончĕсен çапăçăвĕсене хутшăннă. 1943 çулхи декабрь уйăхĕнче 3 танк сирпĕтсе янă тата нимĕçсен 30 автоматчикне пĕтернĕ. Хастар ентеш Украина, Румыни, Венгри çĕрĕсене ирĕке кăларассишĕн паттăррăн кĕрешнĕ. Уйрăмах Чехословакие ирĕке кăларнă чух Кебелькут хулишĕн хĕрỹ çапăçусем пынă. Бухтулов сержантăн 14 танка тата 12 транспортера хирĕç кĕрешме тивнĕ. Вăл тăшман техникисене тĕп тунă, анчах хăй те йывăр аманнă. Çапăçу хирĕнче тăр пĕччен тăрса юлнă аманнă салтак хаяр кĕрешỹре тата тепĕр 4 танкпа 3 бронетранспортера çунтарса янă, 40 ытла гитлеровеца вĕлернĕ. Çар хатĕрĕсем те пĕтсе пынă. Нимĕçсем паттăр салтака тыткăна илесшĕн пулнă. Çавах та аманнă Бухтулов тăшман ункинчен тухса тепĕр кунне тăван полка çитнĕ. Çĕнтерỹ кунне Австрире кĕтсе илнĕ.

Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пынă хаяр та хăрушă çапăçусенче тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнă Петр Харитонович Бухтулов Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Ăна Ленин орденĕпе тата "Ылтăн Çăлтăр" медальпе чыс тунă. Аслă Аттелĕх вăрçи хыççăн вăл чăваш çĕр-шывне таврăннă. Канаш хулинче хĕрлĕ йывăçпа ĕçлекен столярта тăрăшнă. Унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхшăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Кăçал Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне Мучарти вăтам шкул умĕнче Петр Харитонович Бухтулов ячĕпе Асăну (мемориал) хăми уçнă.

Районти тĕп библиотекăра паллă ентеше халалласа "Растревоженная память" ятлă кĕнеке куравĕ йĕркелерĕмĕр. Петр Бухтулов пурнăçĕ çинчен ытларах пĕлес текенсем кĕнекесемсĕр пуçне библиографилле литература списокĕпе, буклетсемпе тата ытти материалсемпе паллашма пултараççĕ.

Л.ДАНИЛОВА,библиотекарь

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика