11 июля 2014 г.
Выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесси - ял ĕçченĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç. Вăл çителĕклĕ те пахалăхлă пулнинчен продукци нумайрах туса илесси кăнап мар, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ăнăçлăхĕ килет. Çакăншăн тăрăшса, районта кăçалхи июлĕн 7-мĕшĕ тĕлне 3550 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăксене çулнă, ку вăл пухса илмелли мĕн пур лаптăкăн 85 проценчĕпе танлашать. Районти хуçалăхсем 2590 тонна (73 процент) утă хатĕрленĕ, 5400 тонна сенаж хывнă. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă общество уйрăмах хастар ĕçлет, кунта рулонланă утă урисем хушăнсах пыраççĕ, кăçал хывнă сенаж хисепĕ те 2326 тоннăна çитнĕ, икĕ пысăк сенаж хранилищине тултарса хупланă.
Районта выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте 72 единица техника ĕçлет, çав шутра выльăх апачĕ пухса хатĕрлекен комбайнсем - 7, косилкăсем - 24 тата 20 пресс-подборщик.
Хуçалăхсенче кĕр тыррисем акма çĕр кăпкалатассине те тимлĕхре тытаççĕ. Çак ĕçе ку вăхăт тĕлне 1120 гектар çинче пурнăçланă.
Н.КРАСНОВ