11 июля 2014 г.
Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Чăваш Ене Раççейĕн паллă писателĕ, общество тата политика деятелĕ Александр Проханов килсе кайнă. Вăл ун хыççăн Вырăс радион "Без вопросов" программине хутшăннă, кăларăм ертỹçин Сергей Королевăн ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Александр Андреевич Атăл тăрăхĕнче тĕрлĕ тĕне тытакан тĕрлĕ халăх çыннисем туслăн пурăннине, вĕсене пурне те вырăссен аслă юхан шывĕ пĕрлештерсе тăнине, халăхсен пурнăçне килĕшỹлĕх кỹнине палăртнă. "Халăхсен симфонийĕ вырăс патшалăхĕ çинче никĕсленнĕ", - тенĕ А.Проханов.
-Тĕлĕнмелле тĕнче - чăваш тĕнчи. Пĕр енчен эпĕ паянхи чăваш интеллигенчĕсем хăйсен тарăн тымарне шыранине, хăйсен çут тĕнчене килнин вăрттăнлăхне пĕлме ăнтăлнине курса ĕнентĕм.
-Чăваш Ен - малашлăха ăнтăлакан республика, - малалла тăсать вăл хăйĕн шухăшне. -Шупашкарта приборсем тăвакан, хăватлă тракторсем кăларакан заводсем пур. Вĕсем пурнăçпа тан пыраççĕ. Пĕрремĕшĕ кăткăс электроника кăларать, çав ăслă приборсене 5-мĕш ăрури истребительсем, карапсем, çар киммисем çине вырнаçтараççĕ, вĕсемпе авиацире усă кураççĕ.
"Чăвашсем, тĕпрен илсен, çĕр ĕçĕпе пурăнаççĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлес тĕлĕшпе вĕсен вăй, кăмăл, юрату туллиех. Вĕсем - чăн-чăн ĕçченсем. Халăх хăйĕн тĕшшине, авалхи тĕнчекурăмне упраса хăварнă. Чăвашсем - космос халăхĕ. Вĕсен мухтавлă ывăлĕ Андриян Николаев çăлтăрсем патне вĕçнĕ. Вăл - космос çынни. Çĕр-шыв малалла талпăннă, чăвашсем те унран юлман, пĕрле талпăннă, - тенĕ паллă çыравçă.
-Эпĕ унăн тăван ялĕнче, вăл çуралнă çуртра пулнă. Шуршăлта йывăç та лартрăм. Çав йывăçăн тымарĕсем урлă хамăн шăпама чăваш халăхĕн, ырă чунлă та çав тери ĕçчен халăхăн шăпипе тачă çыхăнтартăм. Ытарайми çынсем пурăнаççĕ çак тĕлĕнмелле республикăра. Чăваш Енсĕр пирĕн Раççей ỹссе сарăлайрас, чечекленейрес çук, - пĕтĕмлетет А.Проханов.
В.ФЕДОРОВ.