11 июля 2014 г.
Платоновсем Нỹшкассинче кăна мар, районта та ятлă-сумлă çемье. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унта аманнă Андрей Платонов нумай çул чугун çул çинче, Канашри вакунсем юсакан заводăн деповĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Александра Ильиничнапа (вăл Çĕнĕ Пуянкассинчен), 7 ача пăхса çитĕнтернĕ. Тăватă ывăлтан чи кĕçĕннисем - Анатолийпе Николай йĕкĕрешсем пулнă. Кĕçĕн Платоновсем пĕчĕкренех ĕçчен те типтерлĕ ỹснĕ, аслисене итленĕ, пултарнă таран ашшĕ-амăшне пулăшнă. Çур ĕмĕре яхăн каялла çемье кирпĕчрен ултă стеналлă пỹрт купаласа лартнă. Йĕкĕрешсем валли тесех, ашшĕ çурта çурмалла тăвас тенĕ. Анчах йĕкĕреш хăраххи Анатолий Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн хулара тĕпленнĕ, нумай çул Çĕнĕ Шупашкарти чăх-чĕп фабрикинче тĕп зоотехникра тăрăшнă. Ватă ашшĕ-амăшне пăхма тĕпчĕке Николайăн юлма тивнĕ. Хăйпе пулса иртнĕ инкек те хистенĕ пуль каччăна ялта юлма. Чипер, сывă ỹснĕскер вăл шкул пĕтернĕ çул ГТО нормисене пурнăçланă чух аманать, хăрах урасăр тăрса юлать. Çавах та çамрăк пуçа усман, ялти клуба ертсе пыма тытăннă. Ĕçленĕ хушăрах вĕреннĕ: пирвай
-Канашри педучилищĕре, каярах - Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш чĕлхисен уйрăмĕнче.
1968 çулта Энĕшпуç хĕрĕпе Гальăпа мăшăрланнă Нỹшкасси каччи. Кỹршĕ ял хĕрĕ Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç тата Канашри медицина училищисенчен вĕренсе тухнă специалист, медучилищĕре библиотекарьте ĕçленĕ. Николайпа мăшăрлансан Галина Петровна ĕçлеме "Алдиаровский" совхоза куçать, кадрсен пайĕн инспекторĕ пулать. Николай Андреевич вара 12 çул ялти культура вучахне ертсе пынă хыççăн Элпуçĕнчи вăтам шкулта вырăс чĕлхи вĕрентме пуçлать. Тăрăшуллă, пуçаруллă çынна часах асăрхаççĕ районтисем. "Алдиаровский" совхозра партком секретарьне "çураçаççĕ". Çамрăк парторг халăх хушшинчи воспитани ĕçне пĕлсе ертсе пынă, çынсемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупма, кирлĕ чухне çынна ỹкĕте кĕртме пултарнă. Организатор таланчĕ пулнах унăн. Элпуçĕнчи парторганизаци вара районта пысăккисенчен пĕри шутланнă. 84 коммуниста пĕрлештерсе тăнă. Сакăр çула яхăн ертсе пынă Николай Андреевич çак пысăк организацие.
Тăхăрвуннăмĕш çулсенче ялти пуçламăш шкулта ачасене вĕрентме тытăнать вăл. Шкул çурчĕ, çур ĕмĕр каялла сиплесе лартнăскер, кивелсе çитнĕ. Çавăнпа та çине тăма пултаракан çын кирлĕ пулнă. Николай Андреевич тăрăшнипе щитран 45 вырăнлă çурт хăпартаççĕ. 2007 çулчченех заведующире вăй хурать Николай Платонов. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 45 çула яхăн унăн. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Галина Петровна та, мăшăрĕ пекех, 12 çул культура вучахне ертсе пынă, ырă енчен палăрнă.
46 çул алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе утаççĕ вĕсем. Туслă çемьере 6 ачана - 3 ывăлпа 3 хĕре - кун çути панă. Ачисем пурте пĕлỹ патне туртăнаççĕ. Аслă хĕрĕ Оксана медицина училищинчен тата Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ Шупашкарти хула больницисенчен пĕринче - медик-психологра тăрăшать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе 2 ача çитĕнтереççĕ.
Игорь - юрист, Шупашкар районĕн судĕнче ĕçлет. Вĕсен те 2 ача.
Ирина Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, историк. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те Элĕкри вăтам шкулта вĕрентеççĕ. Çемьере 2 ача çитĕнет.
Ольга Хусанти технологи университетĕнче вĕреннĕ, халĕ Мускаври химпредприятире тăрăшать, производство начальникĕ, мăшăрĕ унтах тĕп инженер. Темиçе çул каялла Мускаврах хваттерлĕ пулчĕç.
Кĕçĕннисем кăна - Алешăпа Саша йĕкĕрешсем - авланма васкамаççĕ-ха. Пĕрремĕшĕ Мускав университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренсе дипломлă пулнăскер, "Старко" фирмăра мастерта вăй хурать. Темиçе çул каялла шăпах Элпуç шкулĕн çĕнĕ çуртне тума та хутшăнчĕ-ха вăл. Çапла вара Платоновсен 5 ачи аслă шкултан вĕренсе тухнă. Саша та юлашки курсалла çитсе пыратчĕ пуль Хусанти технологи университетĕнче, анчах сывлăха пула пулас профессие улăштарма тиврĕ. Халĕ Шупашкарти медицина училищинче вĕренет. Çав тери ăста тĕрĕçĕ, теççĕ ун пирки.
Çемье пуçĕ обществăлла ĕçе яланах хастар хутшăннă. Комсомол тата парти организацийĕсен секретарĕ, ял Совечĕн депутачĕ пулнă. Ашшĕ-амăшĕ пекех хурт-хăмăр тытаççĕ, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Кирлĕ чухлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, ытлашшине Хусана кайса сутаççĕ. Кил хуçи арăмĕ вара тем тĕрлĕ чечек çитĕнтерет. Туслă, пĕр-пĕрне хисеплекен çемьере ĕç-пуç та ăнăçсах пырать. Çавăн пек çемьесем ял тĕрекĕ пулса тăраççĕ.
И.СОЛОВЬЕВ.