АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерана саламланă

11 июля 2014 г.

 

Аслă Отечествăлла вăрçă тата пушар хуралĕн ветеранĕ, Улянкăра пурăнакан Григорий Иванович Иванов июлĕн 7-мĕшĕнче 87 çул тултарнă.

Çавна май ăна çуралнă кунпа Раççей МЧСĕн районти надзор ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ Владимир Михайлов тата 45-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн начальникĕ Николай Павлов саламланă.

Григорий Иванов 1944 çулхи кĕркунне Совет çарĕн ретне тăнă, Лăпкă океан флотĕнчи 7-мĕш артиллери дивизионĕнчи 7-мĕш артиллери полкĕн наводчикĕ пулнă. 1945 çулта вăл милитаристла Японие хирĕç кĕрешнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнчи тата мирлĕ вăхăтри хастар ĕçсемшĕн Григорий Иванович правительство наградисене тивĕçнĕ. Вăл нумай çул хушши районти пушар чаçне ертсе пынă. Пенсие тухсан та "Луч" хуçалăхра ирĕклĕ пушар дружинин начальникĕнче ĕçленĕ. Вăл хăй тăрăшнă коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе тăрать. Право йĕркин хуралçисемпе, пушар чаçĕнче ĕçлекенсемпе тăтăшах тĕл пулать, кирлĕ сĕнỹсем парать.

Хальхи вăхăтра пушар чаçĕнчи ветерансен Совечĕн председателĕнче тăрăшать.

Н.ГРИГОРЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика