11 июля 2014 г.
Ачасемпе инкеклĕ ĕç час-часах вĕсем транспорт хатĕрĕ çинче пассажир шучĕпе пынă чухне пулса тухать. Пассажир ача çул-йĕр куçăмĕн чи хỹтлĕхсĕр участникĕ шутланать. Вĕт унăн çул çинчи инкеклĕ лару-тăрăва сирсе яма нимĕнле майсем те çук-çке-ха. Организмĕ те унăн инкеке ним паллăсăр тỹссе ирттермешкĕн çирĕпленсе çитеймен. Пĕчĕк пассажир çакнашкал лару-тăрура аманнин е ытти инкек тỹснин сăлтавĕсенчен пĕри вăл - водительсем (вĕсем, тĕпрен илсен, ашшĕ-амăшĕ) машинăсем çинче автокреслăпа е ача-пăчана тытса тăмалли ятарлă хатĕрпе усă курманни.
Çул-йĕр куçăмĕн Правилисен требованийĕсемпе килĕшỹллĕн 12 çула çитичченхи ачасене турттарнă е илсе çỹренĕ чухне хăрушсăрлăх ременĕсем вырнаçтарнă транспорт хатĕрĕсемпе, ачасен виçе йывăрăшне тата ỹсĕмне кура вĕсене ачана тытса тăмалли хатĕрпе е ачана транспорт хатĕрĕсен конструкцийĕпе пăхнă хăрушсăрлăх ременĕпе çаклатма май паракан ытти хатĕрсемпе, çăмăл автомобилĕн малти ларкăчĕ çинче вара - ачана тытса тăмалли хатĕрпе кăна усă курмалла.
Асăннă требованисене пăснăшăн 3000 тенкĕ административлă штраф хураççĕ, ку сумма вара шăпах автокреслă туянма çитмелле.
Автомобильсем çинче вырнаçтаракан ача-пăча креслисене специализациленĕ ача-пăча магазинĕсенче тата ытти хăш-пĕр магазинсенче те сутаççĕ. Енчен те ача 12 çултан çамрăкрах, анчах вăрăм пỹ-силлĕ пулсан, е темиçе ача пулнипе креслăсем машина ăшне вырнаçман чухне ятарлă ларкăчсемпе - бустерсемпе усă курма юрать тата çавăн пекех хăрушсăрлăх ременĕ çине çирĕплетекен тыткăчсемпе усă курмалла. Анчах вĕсен эффективлăхĕ креслăпа танлаштарсан пĕчĕкрех.
Ачасене ременьпе тĕрĕс çаклатмалла: ăна хулпуççипе кăкăр урлă ямалла, мĕншĕн тесен пĕвĕ-сийĕпе 135 сантиметртан пĕчĕкрех çын транспортпа çул-йĕр инкекĕ пулас пулсан, ремень айĕнчен тухса кайма пултарать. Хăрушсăрлăх подушки вара, çитĕннисем валли туса хатĕрленĕскер, ачана вăйлах амантма пултарать.
Çапла вара ашшĕ-амăшне, çитĕннисене ачасене çул çинче хăрушсăрлăх условийĕсем туса парассипе питĕ тимлĕ пулма ыйтасшăн. Вĕсем валли автокресло туянмасăр перекетленĕ укçа ачасен сывлăхĕпе пурнăçне тавăрса параймĕ. Ачана тытса тăмалли ятарлă хатĕр вара çул-йĕрпе транспорт инкекĕ вăхăтĕнче унăн пурнăçĕшĕн пысăк хỹтлĕхпе сыхлăх пулса тăрать.
А.ГЕРАСИМОВ,çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕ, полицин аслă лейтенанчĕ