11 июля 2014 г.
Ураскасси ялĕ хитре вырăнта вырнаçнă. Ял çумĕнчех вăрман пуçланса каять. Çырма тăрăх йывăç-тĕм ешерет. Чи илемлĕ вырăн вара - ял варринчи пĕве.
1996 çулта "Трудовой путь" колхоз тăрăшнипе (ертỹçи А.И.Григорьев) пĕвелерĕç ăна. Пĕр енчи çыранĕ ишĕлсе пынă май 2006 çултах ăна çирĕплетме шутларĕç. Шкул ачисемпе ялти çамрăксем пĕве хĕрне йывăçсем лартрĕç. Вĕсене выльăх-чĕрлĕхрен хỹтĕлеме каштасенчен хỹме те тытса тухрĕç. Анчах пурăна-киле юписем çĕрсе каштисем ишĕлсе анчĕç. Кĕтĕве каякан тата таврăнакан выльăхсем чипер ỹсме пуçланă йывăçсене кăшласа хăртса пĕтерчĕç.
Çывăхра пурăнакан Г.Иванован çакна кура чунĕ ыратнă. Çут çанталăк тусĕн пархатарлă ĕçĕ харама каять-çке-ха. Экологи çулталăкĕ пулнă май пĕлтĕр клуб, библиотека ĕçченĕсемпе пĕрле Глафира Ивановна хăрнă йывăçсем вырăнне çĕннисене лартнă. Вĕсем чипер ỹсчĕр тесе çĕнĕрен карта тытса хунă. Çак ĕçре ăна ывăлĕ те пулăшнă. Хăй вара хастарскер, канăçа пĕлменскер кăçал та 50-60 тĕм хăва хулли чиксе хăварнă, çырла тĕмĕсем те чылай лартнă.
Хăшĕ-пĕрисене ял çыннисен ырă ĕçĕ килĕшмест, вĕсен выльăхĕсене çỹреме урамра вырăн çук имĕш. Анчах та картине пĕве йĕри-тавра çавăрман вĕт-ха, чăнкă çыран тĕлне çеç тытнă. Çитменнине кĕрсе тухма икĕ пĕчĕк алăк та туса хăварнă. Урамĕ те сарлака. Выльăхсене иртсе çỹреме те, пĕве хĕррине пыма та вырăн çителĕклех. Эппин, пăшăрханма нимĕнле сăлтав та çук, çут çанталăк илемĕпе киленсе кăна пурăнмалла.
В.ИВАНОВ