11 июля 2014 г.
Çак кунсенче пуянкассисем ялта футбол вăййи йĕркеленсе кайнăранпа 60 çул тултарнине паллă турĕç. Çав ятпа ялти стадионта чаплă уяв пулчĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке те хутшăнчĕ.
60 çул каялла Кивĕ Пуянкасси çамрăкĕсем каçсерен волейболла тата футболла вылянă: икĕ каç - волейболла, пĕр каç - футболла. 1964 çулта вара Эль юхан шывĕ хĕрринчи улăхра ятарласа футбол площадки тунă, ялăн пĕрлештернĕ команди чăмăртаннă. Çамрăксем хăйсем хушшинче кăна мар, таврари ялсене те тухса вылянă.
Утса тухнă çула тишкерес тĕк, çакна каламалла. Футбола аталантарас ĕç пуçĕнче районти чи пултаруллă шахматистсенчен пĕри, хăй вăхăтĕнче нумай хутчен район чемпионĕ пулнă Г.В.Соловьев тăнă. Вăл футболшăн чунтан çуннă, ыттисене те çак асамлă вăййа явăçтарма пĕлнĕ. Геннадий Васильевичăн организаторла пултарулăхне пула ĕнтĕ Пуянкассинче футбол çамрăкĕсен чи юратнă вăййи пулса тăнă. Çулсем иртнĕ май выляс ăсталăх та ỹссех пынă. Пуянкассисем район чемпионатне, кубок ăмăртăвĕсене, тĕрлĕ турнирсене ăнăçлă хутшăннă. Пĕр-пĕрне ăнланни, мечĕкшĕн çине тăрса кĕрешни командăна çитĕнỹсем тума май панă. 1970-1971 çулсенче команда икĕ хутчен районти спорт комитечĕн кубокне çĕнсе илнĕ. Футболистсем хушшинче яваплăха туякан çамрăксем сахал марччĕ. Чи пуçаруллисенчен Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Вячеслав Петрова, Георгий Краснова, Данилпа Федор Кондратьевсене асăнмалла. Кашни вăййа яла команда чысне хỹтĕлеме килсе çỹретчĕç вĕсем.
Сулмаклăрах ỹсĕмсем сакăр вуннăмĕш-тăхăр вуннăмĕш çулсемпе çыхăннă. Тапăнас хăвăртлăха, пĕтĕм командăпа хỹтĕленме тăрăшнипе палăрса тăнă пуянкассисем. Çивĕч выляни куракана тыткăнланă. Çав çулсенче район чысне, тĕпрен илсен, "Социализм" совхоз команди хỹтĕленĕ. Акă 1987 çулхи август пуçламăшĕнче Патăрьелĕнче профсоюзсен ирĕклĕ спорт обществин совечĕ ирттернĕ турнирта ытти районсен командисене парăнтарса финалти вăйăсене хутшăнма тивĕçнĕ район команди. Ыттисен хапхине тапса кĕртнĕ 18 мечĕкрен 10-шĕ Геннадий Краснов тỹпи çинчеччĕ. Çирĕп вăй-халлă çамрăк площадкăра пăши пек çĕмĕрттерсе çỹретчĕ, тапăнакан линирен хỹтĕлекенсене те, çурма хỹтĕлекенсене те пулăшма ĕлкĕретчĕ. Вăл район чемпионатĕнче те чи лайăх бомбардир пулнăччĕ.
1988 çулта совхоз команди, республикăра 3-мĕш зонăри ăмăртусене хутшăнса, çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ, тепĕр çулне 2-мĕш лигăра выляма тивĕçрĕ. Команда район чемпионатне те ăнăçлă хутшăнчĕ, чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Виталий Павлов вара - чи лайăх бомбардир (29 мечĕк).
Тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ çамрăксем хỹтĕленĕ совхоз командин чысне. Вячеслав Петровăн, Анатолий Кузьминăн, Виталийпе Юрий Павловсен, Владимир Кондратьевăн, Геннадий Красновăн, Валерий Тихоновпа Валерий Ильинăн, Владимирпа Сергей Гордеевсен, Валерий Ефимовăн тỹпи пысăк ялти футбол аталанăвĕн историйĕнче. Владимир Кондратьев, вăй-хал тĕлĕшĕнчен тĕреклĕскер, 7-8 классенчех совхоз командишĕн вылятчĕ. Пысăк хăвăртлăхлă, вăйă техники тĕлĕшĕнчен ăстаскер центрпа выляса тăтăш хапха умне шăтарса тухма пултаратчĕ. Хỹтĕлекен тата çурма хỹтĕлекен линисенче Анатолий Александров, Анатолий Николаев, Владимир Иванов, Александр Анастасьев, Павел Федоров шанчăклă вылянă, тапăнакансене хăйсенчен ирттермен. Совхоз командин чысне пĕр вăхăт Владимир Шепель (Тăрмăш), Юрий Салмин (Вăтаяль) тата ытти ялсен çамрăкĕсем те хỹтĕлерĕç.
Çамрăксене спорта аталантарма хуçалăх ертỹçисем пулнă Василий Степановпа Михаил Васильев тата Николай Васильев та пур енлĕн пулăшса пынă. Пуянкассинче районта чи малтисен шутĕнче производство гимнастикин инструкторĕн (тĕрĕссипе физкультурăпа спорт организаторĕн) должноçне çирĕплетнĕччĕ. Çав ĕçе Валерий Филипповпа Сергей Тимофеев инструкторсем пысăк яваплăхпа туса пычĕç.
Спорт нумай чухне пуçаруллă та хастар çамрăксем çинче тытăнса тăрать. Çавăн пек пуçаруллă хастар спортсменран Сергей Кириллова асăнмалла. Вăл хĕрĕх урлă каçсан та футболла, волейболла çамрăксенчен кая мар вылять, йĕлтĕрпе тата çуран чупать. Спорт çемйисен республикăри ăмăртăвĕсенче Кирилловсем çуллен малта.
Пĕр вăхăт Пуянкассинче футбол йăшрĕ. Унччен лайăх вылянисем ватăлчĕç е тĕрлĕ çĕре ĕçлеме тухса кайрĕç. Ăрусен çыхăнăвĕ татăлчĕ. Çавах та В.Ильин, А.Анастасьев С.Кириллов тата ыттисем тăрăшнипе футбол тепĕр хут чĕрĕлес çул çине тăчĕ. Команда каллех район чемпионатне хутшăнма тытăнчĕ. Ялти спорта аталантарма Александр Анастасьев предприниматель чылай тăккаланать. Спорт ветеранĕсем те айккинче юлмаççĕ. Акă футбол уявне ирттерме эпир те пиншер тенкĕ пухса патăмăр. Тахçан ял чысне хỹтĕленĕ футболистсен халĕ ачисем форма тăхăнса площадкăна тухаççĕ. Ку вара ветерансене, командăна шанăç кỹрет. Апла пулсан футбол сỹнмен-ха, вăл тепĕр хут арсланса пырас çул çинче. Ăнăçу сунар футбол аталанăвне.
И.КОНДРАТЬЕВ,футбол ветеранĕ.
Кивĕ Пуянкасси ялĕ.