11 июля 2014 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Алексеев Вăтаялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тунă çĕрте ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.
Унта Тĕмер ял тăрăхĕн администрацийĕн, Тăвайри тĕп больницăн, газ участокĕн тата "Рослайн" ООО генеральнăй подрядчикĕн представителĕсем хутшăннă. Канашлура строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçлассине хăвăртлатма кирлине тата тулашри инженери коммуникацийĕсене хывассипе тимлесе ĕçлемеллине палăртнă. Кунта çуртăн никĕсне хывса пĕтернĕ. Подрядчикăн ку эрнере хатĕрленỹ ĕçĕсене вĕçлесе, сэндвич-панельсенчен стенасем хăпартма тытăнмалла. Пĕр вăхăтрах пункт патне шыв пăрăхĕсем хывса çитермелле, газ пăрăхĕпе электролини илсе пырассипе ĕçлемелле.
М.СТЕПАНОВ