АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ветерансем

11 июля 2014 г.

 

Районти ветерансем, аслă ăрури çынсем хăйсен çулĕсене пăхмасăр çав тери хастар. Вĕсем пур çĕрте те ĕлкĕреççĕ, пахча тулли тĕрлĕ çимĕç, хитре чечексем çитĕнтереççĕ, нумайăшĕ выльăх-чĕрлĕх те тытать. Çав вăхăтрах спортпа та туслă, бассейна çỹреççĕ, тĕрлĕ вăйăсене хутшăнаççĕ, пĕрле пухăнса канма та май тупаççĕ.

Нумаях пулмасть "Надежда" клуб членĕсем Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă "Медвежий угол" кану базине кайса килчĕç, унта пулнипе пурте кăмăллă юлчĕç. Юрă-ташăра тата мĕнле маттур! Нумаях пулмасть района республикăри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен пысăк делегацийĕ килсе кайрĕ. Вĕсемпе пĕрле чăваш телевиденийĕпе "Хыпар" хаçатăн корреспонденчĕсем те килсе çитнĕ. Хăнасем тĕрлĕ çĕрте пулса районпа тата унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, Тăвайри вăтам шкулта, районти тата Енĕш Нăрваш ялĕнчи музейсенче, Зоя Космодемьянскаяпа Кармал ялĕнчи Н.Афанасьев палăкĕсем, тыл ĕçченĕсене халалласа лартнă стела патĕнче пулчĕç. Район администрацийĕн, шкулпа музей ĕçченĕсем, районти ветерансен Совечĕ çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассипе, вăрçăпа çыхăннă вырăнсене упрассипе нумай ĕç туса пынине палăртрĕç, тăвайсен ĕç опытне республикăри ытти районсенче те сармалли çинче чарăнса тăчĕç килнĕ хăнасем.

2013 çулхи ĕç итогĕсем тăрăх районта пĕрремĕш вырăна Чутейри (председателĕ В.В.Юркина), иккĕмĕш вырăна Тушкилти (председателĕ Т.В.Петрова) ветерансен совечĕсем йышăннă. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсен республикăри Совечĕ В.Юркинапа Т.Петрована республикăн Хисеп грамотисене тата хаклă парнесем парса чыс турĕ.

Юлашкинчен хăнасене районти ветерансен хорĕ, Енĕш Нăрвашри фольклор ушкăнĕ пысăк концерт кăтартса савăнтарчĕç. Хора ертсе пыракан ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Римма Маркована, кашни хор участникне илемлĕ юрăсемшĕн тав сăмахĕ каларĕç. Енĕш Нăрвашри фольклор ушкăнĕ, çав шутра З.Герасимова, Г.Сергеева, С.Данилова, В.Кошкина, Г.Гаврилова, чăваш юррисене пурин кăмăлне те каймалла шăрантарчĕç. Районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Совечĕн Президиумĕ ячĕпе пултаруллă ветерансене çирĕп сывлăх сунатăп, малалла та харсăр пулма сĕнетĕп.

Р.ГУРИНА,

районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Совечĕн председателĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика