АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялан сыхă пулар

08 июля 2014 г.

 

Раççейри чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулхи июлĕн пĕрремĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 511 (пĕлтĕр çак тапхăрта 554) пушар тухнă, вут-çулăмра 54 çын (47) вилнĕ, вĕсенчен 5-шĕ - ачасем, 65 çын (51) суранланнă, 52,9 миллион ытла тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ.

Пирĕн районта çулталăк пуçланнăранпа 6 пушар пулнă (пĕлтĕр 9), вут-çулăмра 2 çын (1) вилнĕ, 462 пине яхăн пурлăх пĕтнĕ.

Сăлтавсене тĕпчесен, пушарсем ытларах вут-кăварпа асăрханусăр пулнăран, кăмакасемпе усă курнă чух пушартан сыхланмалли йĕркесене пăснăран тухни палăрать.

Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнăр. Пỹртре, хуралтăсен ăшĕнче пирус ан туртăр. Мунчара, килте кăмака хутнă чух ăна пăхакансăр ан хăварăр, вĕсене ачасене пăхма ан шанăр. Газ тата электричество приборĕсемпе тимлĕ пулăр, асăрханса усă курăр, сỹнтермесĕр ан хăварăр.

Пушар - вăйă мар, пысăк инкек. Самантлăха та ан манăр çавăн çинчен.

А.ФРОЛОВ,районти надзор ĕç пайĕн аслă инспекторĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика