АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фаина Александровна Романова

08 июля 2014 г.

 

(Хамăрăн ентешĕмĕр Ф.А.Романова (Сари) театровед çуралнăранпа 90 çул)

Фаина Романовна Тăвай ялĕнче 1924 çулхи июнĕн 4-мĕшĕнче служащи çемйинче çуралнă. Вăл СССР Писателĕсен союзĕн членĕ, РСФСР тата ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, искусствоведени наукисен кандидачĕ.

Вăтам шкула Шупашкарта пĕтернĕ. 1943-1948 çулсенче Фаина Александровна А.В.Луначарский ячĕллĕ театр искусствин патшалăх институтĕнче (ГИТИСра) вĕреннĕ. Ун хыççăн Республикăри халăх пултарулăх çуртĕнче методистра, Главреперткомăн ЧАССРчи уполномоченнăйĕнче, искусство ĕçĕн Управленийĕпе ЧАССР Культура министерствин инспекторĕнче тăрăшать.

1955-1966 çулсенче партин Чăваш обкомĕнче ĕçлет. Çав вăхăтра И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче лекцисем вулать. 1966 çултан пуçласа 1986 çулччен ЧАССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи чĕлхе, литература, истори тата экономика наукăпа тĕпчев институтĕнче искусство пайĕн заведующийĕ.

Ф.Романова ĕçĕнче чăвашсен паллă драматургĕсен пултарулăхне тĕпчени паллă вырăн йышăнать.

1949 çултанпа театрпа литература критикĕ Ф.Романова хаçат-журналсенче статьясем пичетлет. Вăл çырнă "Чăваш драма театрĕпе чăваш драматурги историйĕ" кĕнекере, "Совет драма театрĕн историйĕ" тĕпчевре, "Театр энциклопедийĕнче", "1917-1925 çулсенчи совет театрĕ" кĕнекере, ЧНИИ кăларакан "Ăслăлăх çырăвĕсенче" пичетленнĕ, уйрăм кĕнекесенче те кун çути курнă. Вырăсла та кĕнекесем кăларнă.

Ф.Романова общество ĕçне хастар хутшăннă.

Ăна "Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" медальпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика