08 июля 2014 г.
Германири Брауншвейг хулинче çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ командăсен Европа чемпионатĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ команди пухмачне 25 медальпе пуянлатса иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Чемпионатра Чăваш Ен чысне шăчăпа сикекен Анжелика Сидорова хỹтĕленĕ. Хăйĕн кăтартăвне çĕнетсе пике ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.
Командăсен чемпионатне 2009 çултанпа йĕркелеççĕ, унта Европăри чи вăйлă 12 команда хутшăнать. Тепĕр çул сумлă ăмăртăва Шупашкар йышăнĕ. Çавна май Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн тĕп секретарĕ Михаил Бутов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Германие кайса ăмăртăвăн тĕп хулипе, республикăн спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă.
А.МИХАЙЛОВ.