08 июля 2014 г.
"Ах, хуняма, хуняма,
Иккĕмĕш анне...", - çак юрă сăмахĕсем янăранă чух хаклă хуняма куç умне тухса тăрать. Тăван анне вырăнне хурсах хисеплетĕп ăна. Чун-чĕрипе ырă, сăпайлă, вашаватлă та тараватлă, типтерлĕ те ĕçчен... Сăмахăм Тĕмерте пурăнакан Мария Васильевна Козлова пирки. Эпир, çывăх çыннисем, иртнĕ кунсенче менелникпе саламларăмăр ăна, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх, телей сунтăмăр. Мăшăрĕ хитре халат парнелерĕ. Мăнукĕсем лайăх вĕçленĕ вĕренỹ çулне, çакăншăн савăнчĕ асламăшĕ. Çуллахи каникула яланах ялта ирттереççĕ вĕсем.
Мăшăрĕпе пĕр çăвартан шăкăл-шăкăл, тату пурăнаççĕ. Чернобыльти аварие сирсе яма хутшăннă хыççăн сывлăхĕ хавшарĕ Николай Игнатьевичăн. Медсестрара ĕçлесе пенсие тухнă Мария Васильевна ăна яланах пулăшма тăрăшать. Сиплесе те, ăшă сăмахпа хавхалантарса та.
Хунямапа уççăн калаçма, канашлама пулать. Халиччен сивĕ сăмах илтсе курман унран. "Кинĕмçĕм", - тесе кăна тăрать. "Пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшмалла упăшкипе арăмĕн, итлеме те, илтме те пĕлмелле", - тет пурнăç вăрттăнлăхĕсене уçса. Кил хăтлăхĕ, ăшшийĕ вăл пирĕн.
Тăван-пĕтен те, кỹршисем те хисеплеççĕ Тĕмерти Козловсене.
А.КОЗЛОВА. Шупашкар хули