08 июля 2014 г.
Июньте районта 21 ача çуралнине (иртнĕ çулхи çав тапхăрта - 10), 15 çын вилнине (иртнĕ çул - 23), 12 çамрăк мăшăрланнине (иртнĕ çул - 10) регистрациленĕ. 21 ачаран виççĕшĕ çемьере пирвайхисем, 13-шĕ - иккĕмĕш, 5 çемьере - виççĕмĕш. Çуралнисенчен 9-ăшĕ - арçын ача, 12-шĕ - хĕр ача. Çулталăк пуçланнăранпа июньте çуралакансен хисепĕ пуçласа вилекеннисенчен пысăкрах пулнă. Çу кунĕсенче 12 çамрăк çемье хушăннă. Çав шутра 19 çамрăк пĕрремĕш хут мăшăрланнă.
Шел те, уйрăлакансем те пур. Çапла çĕртме уйăхĕнче 4 мăшăр уйрăлнă (вĕсенче 5 ача). Пĕр çемье 19 çул пĕрле пурăннă хыççăн, тепри вара виçĕ çултанах саланнă.
Иртнĕ уйăхра 10 арçынпа 5 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă.
В.НОВИКОВА.