АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăн-питỹнте яланах ăшă кулă çиçтĕр

08 июля 2014 г.

 

Çак сăмахсене юратнă кукамай патне çитерес, эпĕ ăна чунтан юратнине пĕлтерес килет.

Манăн кукамая Роза Георгиевна Антонова тесе чĕнеççĕ. Вăл Тăрмăшра пурăнать. Ялта ăна палламан çын çук та пулĕ, мĕншĕн тесен вăл шкулта нумай çул вĕрентекенре вăй хунă. Кукаçипе Анатолий Сергеевичпа пĕрле икĕ хĕрпе пĕр ывăл ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Питĕ шел, юратнă кукаçи чире пула пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Кукамай 8 мăнукпа тата 2 кĕçĕн мăнукпа куç тулли савăнать. "Эсир - манăн пуянлăх", - тет йăл кулса. Чунĕпе тата пуянрах вăл. Кашнин валлиех çепĕç сăмах, кăмăл уççийĕ пур. Çапла унăн ăш пиллĕхне нимпе те виçеймĕн. Яланах усăллă канашсем парать. Кашнин пурнăçĕпе, сывлăхĕпе, çитĕнĕвĕсемпе интересленет.

Кукамая темĕнле ыйту парсан та хуравĕ хатĕр, вĕренỹре те пулăшма пултарать. Эпĕ Тăвайри музыка шкулне çỹретĕп, çавна май килти ĕç тунă чухне йывăрлăх сиксе тухсан унпа канашлатăп. Вăл юрă-кĕвĕпе туслă. Хăйĕн хитре сассипе Тăрмăш чиркĕвне çỹрекенсене савăнтарать.

Тепĕр чух кукамай çумĕнче кăшт ачашланса та илме пулать. Çав вăхăтрах пире пурнăçра çирĕп пулма та хăнăхтарать. Ачаранах ĕçе юратма, шкулта тăрăшса, пĕр-пĕрне пулăшма вĕренмесен çитĕнỹсем тума май çуккине асăрхаттарать.

Манăн та кукамайăм пек ăслă, сăнарлă, ырă чунлă, ĕçчен, пуян тавракурăмлă пуласчĕ.

Çак кунсенче пирĕн юратнă кукамайăн çуралнă кунĕ пулчĕ. Эпĕ ăна пĕтĕм мăнуксен ячĕпе чун-чĕререн саламласшăн. Санăн пит-куçунти йăл куллу пире тата нумай çул савăнтартăр. Турри чир-чĕртен сыхлатăр, вăй-хал, телей парнелетĕр сана.

Лилия ВЛАДИМИРОВА

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика