АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян - Çемье, Юратупа Шанчăклăх кунĕ

08 июля 2014 г.

 

Паян Раççейре чи çамрăк уяв - Çемье, Юратупа Шанчăклăх кунĕ. Ашшĕ-амăшне вара ачасем телейпе савăнăç кỹреççĕ. Ача мĕн чухлĕ нумай, савăнăçпа телей те çавăн чухлĕ ытларах. Хальхи вăхăтра районти 202 çемьере 18 çула çитмен 3 тата ытларах ача çитĕнет. Кăçалтан районта нумай ачаллă тата тепĕр 24 çемье хушăнчĕ.

Раççей патшалăхĕ те, ЧР Правительстви те нумай ачаллă çемьесене пулăшма тăрăшаççĕ (ку вăл амăшĕн капиталĕ, 3-мĕш ача çуралсан çемьене республика тепĕр 100 пин тенкĕ хушса тỹлени, çурт-йĕр çавăрма, хушма хуçалăха йĕркелеме тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерни т.ыт.те). Патшалăх пулăшăвĕ çемьесене хваттер, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ илме май парать.

Халăхра çирĕпленнĕ православи тĕнĕн уявĕ Петрпа Феврони кунĕпе çыхăннă. Мухтава тивĕçлĕ çак çветтуйсем çемьене, мăшăрсене пулăшса пыракан, пĕрне-пĕри çирĕп шанмаллин тĕслĕхне кăтартакансем шутланаççĕ. Çамрăксем мăшăрланнă чухне те, мăшăрланнă хыççăн та Петрпа Февроние çемьере тату та телейлĕ пурăнма пулăшчăр тесе кĕл тăваççĕ. Халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ, ачисене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕ, алла-аллăн тытăнса пĕрлехи лава туслăн туртакан çемьесем кашни ялтах пур ĕнтĕ. Акă Чутейри Медведевсен çемйинех илер. Çемье пуçĕ Николай Иванович Медведев кăçал 60 çул тултарать. Вăл ялти шкул хыççăн Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Пурнăçри ĕçлĕ çулне слесарь-наладчикрен пуçланă. Çар службинче пулнă. Унтан таврăнсан каллех тăван хуçалăхра вăй хунă. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе пĕлĕве ỹстернĕ. Районти чăн-чăн профессионал специалистсенчен пĕри шутланнă. 1980 çулта вăл хăйсен ялĕнчи Елена Куприяновнапа мăшăрланнă. 34 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслăн пурăнаççĕ Медведевсем. Елена Куприяновна 35 çул ытла вĕренỹ системинче тăрăшать. Туслă çемье 3 хĕр те 1 ывăл пăхса çитĕнтернĕ, пурне те тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани пама тăрăшнă. Аслă хĕрĕ Ольга Николаевна Карзакова икĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă. Çемйипе Мускавра пурăнать. Вĕсен 1 ывăл. Тепĕр хĕрĕ Анна Николаевна Степанова та Мускавра тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе 2 хĕр çитĕнтереççĕ. Евгения Николаевна Иванова Шупашкар хула администрацийĕнче ĕçлет, финанс управленийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ. Мăшăрĕпе 1 хĕр çитĕнтереççĕ.

Медведевсен ывăлĕ Иван Николаевич та специальность илнĕ, аппăшĕсем пекех Мускав хулинче ĕçлесе пурăнать.

Тăватă мăнук халĕ Елена Куприяновнапа Николай Ивановичăн. Ачисемпе тата мăнукĕсемпе кăмăлсăр пулма сăлтав çук Медведевсен. Ашшĕ-амăшĕн ĕçне, пурнăçри тивлетне ачисем чыслăн малалла тăсаççĕ. Елена Куприяновнапа Николай Иванович общество, ял пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Çемье пуçĕ Чутей ял пухăвĕн депутачĕ, "Единая Россия" парти членĕ. Вĕсен çемйинче яланах килĕшỹлĕх, юратупа пĕр-пĕрне ăнланаслăх, хисеплесси малта тăраççĕ.

Л.ПЕТРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика