08 июля 2014 г.
"Юность" кафене пуçтарăнчĕç иртнĕ эрне кун пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне уявлама суту-илỹпе обществăлла апатлану тата хатĕрлев ĕçченĕсем, çăкăр пĕçерекенсемпе водительсем, суту-илỹ ветеранĕсем.
Уява пурне те ăшшăн саламласа "Тăвайри кооператив" потребобщество совечĕн председателĕ Вячеслав Федоров уçрĕ. Вячеслав Николаевич кĕскен потребобщество ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, малашне те халăхшăн тăрăшса ĕçлеме ырă сунчĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке сăмах илчĕ, пухăннисене пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, ĕçре тата пурнăçра ăнăçусем, телей сунчĕ. Вĕрентỹ пайĕн ертỹçи О.А.Ломоносов та саламларĕ.
Районти кооператорсене, ветерансене хамăр ентеш Григорий Вакку та уявпа ăшă сăмахсем каласа хавхалантарчĕ. Вăл ертсе те пычĕ, юрларĕ те. Шупашкартан килнĕ артистсем пĕрин хыççăн тепри юрă шăрантарчĕç: Типшĕм Сашук, Любовь Гордеева тата Алина Выйгетова.
В.Федоров ĕçре палăрнисене Центрсоюзăн, Чăвашпотребсоюзăн, "Тăвайри кооператив" потребобществăн Хисеп грамотисемпе тата знаксемпе чысларĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Ванерке районăн Хисеп грамотисене парса хавхалантарчĕ.
Музыка янăрарĕ, Григорий Вакку та, унпа пĕрле килнĕ артистсем те юрă хыççăн юрă парнелерĕç. Кĕвве май çамрăксем çеç мар, ветерансем те хаваспах ташларĕç.
Уяв кĕреки тулăх пулчĕ, нумайлăха асра юлчĕ. Асăннă уява кооператорсем çулленех чаплăн паллă тăваççĕ, ăна хастар ĕçпе кĕтсе илеççĕ.
В.КЛОПОВ,коопераци ветеранĕ