08 июля 2014 г.
Çул-йĕр çинчи куçăм хăрушсăрлăхĕ пирки Раççейре 1920 çултах шухăшлама пуçланă. Пирĕн çĕр-шыва автомашинăсем нумайрах илсе килме тытăнсан Халăх Комиссарĕсен Совечĕ çулсем çинче йĕрке тăвасси пирки Декрет кăларнă. 1934 çулта çынсем автотранспортпа усă курассине йĕркелесе пыма Патшалăхăн автомобиль инспекцийĕ (ПАИ) туса хунă.
Революциччен Раççейре 12 пин автомашина кăна шутланнă. 1930 çул пуçламăшĕнче Чулхулара автомобильсем кăларакан завод ĕçлеме пуçласан, транспорт куçăмне йĕркелес ыйту тухса тăнă. Çул-йĕр çинчи инкексем пулассине чакарас тĕллевпе автомобиль инспекцине НКВДна панă. Халăх Комиссарĕсен Совечĕ 1936 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче "Патшалăх автоинспекцийĕ çинчен" йышăну çирĕплетнĕ. Çавăнтанпа паллă тăваççĕ автоинспекци кунне. Çак тапхăрта çул-йĕр куçăмне тĕрĕслекенсен ĕçĕсем чылай лайăхланнă. Кашни регионта, районта пур халь асăннă службăсем. Темиçе çул каялла инспекци ятне улăштарчĕç. Халĕ вăл çул-йĕр çинчи куçăм хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ (ГИБДД).
Пирĕн районта полици уйрăмĕн çуртĕнче вырнаçнă вăл. Тăвай енри автотранспорт хуçисем çулсем çинчи йĕркелĕхе ан пăсчăр тесе хальхи вăхăтра Александр Владимирович Герасимов, Иван Владимирович Чумышев, Ирина Владимировна Скворцова контроллеççĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ. Çул-йĕр инспекцийĕн кунне начар мар кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ.
В.ВАСИЛЬЕВ.