АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермерсене - патшалăх пулăшăвĕ

08 июля 2014 г.

 

Нỹшкасси ялĕнчи Геннадий Васильевич Гурьев, Çĕнçырмари Андрей Владимирович Павлов тата Кушкăри Николай Владимирович Ильин фермерсем кăçал "2012-2014 çулсенче пуçăнакан фермерсене пулăшса" тĕллевлĕ программăпа иртнĕ конкурсра çĕнтерсе кашни 1 млн. та 100-шер пин тенкĕлĕх грантсем илме тивĕç пулнă.

Çак суммăпа вĕсем производствăна аталантарма тата пурнăçа йĕркелесе яма усă курĕç. Çапла Геннадий Гурьев 100 сурăх усрамалăх вите тума, çавна валли строительство материалĕсем туянма тытăннă. 5 гектар çине нумай çул ỹсекен курăксем акса хăварнă. Андрей Павлов грант укçи-тенкипе МТЗ-82,1 трактор тата тỹррĕн погрузчик туяннă. Çĕнĕ тракторпа фермер хуçалăхĕ валли выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте усă курнă та ĕнтĕ. "Агромашснаб" ООО специалисчĕ трактора техника енчен пăхса тăрать. Николай Ильин выльăх витине реконструкци туса çĕнетме тытăннă тата 15 сăвакан ĕне туяннă. Тушкилти Сергей Разинович Илларионовăн выльăх ферми "Çемье ферми" программăпа грант илме тивĕçнĕ. Ку вăл - 5 млн. тенкĕ.

И.ВОРОНЦОВА,

ЧР ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политики пайĕн районти тĕп специалист-эксперчĕ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика