АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Июньти малти коллектив

08 июля 2014 г.

 

Кăçалхи июнь уйăхĕн итогĕсемпе Çĕнĕ Ишпуçĕнчи Сергей Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕнчи сĕт-çу ферми коллективĕ "Тăвай районĕнчи чи лайăх сĕт-çу ферми коллективĕ" куçса çỹрекен приз çĕнтерỹçи ята тивĕçнĕ.

Администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин ХФХ ертỹçине Сергей Витальевича куçса çỹрекен приз, диплом тата хаклă парне парса чысланă. Сĕт-çу ферми коллективĕ мăйракаллă шултра выльăхсен, çав шутра ĕнесен йышне те чакарман, упраса хăварнă, сĕт продуктивлăхне тата пăрусем пăхса илессине ỹстернĕ. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче Галина Ядгарова, Альбина Шартова дояркăсем кашни ĕнерен вăтамран 2776-шар килограмм сĕт суса илнĕ. Хальхи вăхăтра фермипе кашни ĕнерен талăкра вăтамран 18,1 килограмм сăваççĕ, ку вăл иртнĕ çулхинчен 2,9 килограмм нумайрах. Çак вăхăтра районти чи пысăк кăтарту ку.

Фермăра, Галина Ядгаровапа Альбина Шартова дояркăсемсĕр пуçне, Елена Петрова пăру пăхакан, Евгений Львовпа Николай Алексеев выльăх пăхакансем тата ыттисем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Паллах, фермăри ĕçе пĕлсе те тĕрĕс йĕркеленинче унăн заведующийĕн Ираида Егорован тỹпи те пĕчĕк мар.

В.ВАСИЛЬЕВ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика