08 июля 2014 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!
Çак тĕлĕнмелле ырă та çутă уяв çын чун-чĕрин чи паха енĕсене сăнарлать.
Çемье хаклăхĕсене çирĕплетесси, амăшлăхпа ачалăха пулăшасси патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсем. Чăваш Енре çураласлăха хавхалантарма хушма майпа федерацин тата республикăн амăшĕн капиталĕсене, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн пособи, çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма субсидисем тỹлетпĕр. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса паратпăр, ача сачĕсем тумалли программа ăнăçлăн пурнăçланать.
Йышăннă мерăсем хăйсен тухăçлăхне çирĕплетсе пачĕç. Юлашки икĕ çулта республикăра нумай ачаллă çемьесен шучĕ 10 процент пысăкланчĕ, халăх йышĕ хăй тĕллĕн ỹсесси 2013 çулта 1027 çынпа (1000 çын пуçне Ç0,9 процент) танлашрĕ. Сирĕнпе пĕрле тăвакан ĕçĕмĕр обществăри ырă туртăмсене сыхласа хăварма пулăшать.
Пирĕн мăн асаттемĕрсем: "Нумай та пĕтĕ, сахал та çитĕ, тату пурăннине мĕн çитĕ?", - тенĕ. Хăçан та хăçан кашни çемьерех телейпе ытлăх-çитлĕх, пĕр-пĕрне хисеплени тата юрату хуçаланĕ, кашни килтех ача-пăчан хаваслă кулли янăраса тăрĕ, çавăн чухне пирĕн общество çирĕп, патшалăхăмăр вара вăйлă та тĕреклĕ пулĕ!
Сире çирĕп сывлăх, мĕн пур ырă пуçарура çитĕнỹсем, тăнăçлăхпа юрату, телейпе ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.ИГНАТЬЕВ.