04 июля 2014 г.
Çак эрнере Шупашкартан района ветерансен делегацийĕ килсе кайрĕ.
Унăн йышĕнче вăрçăпа ĕç тата право сыхлав органĕсемпе çар ветеранĕсен республикăри совечĕн председателĕ А.Пукки, унăн çумĕсем А.Внуковпа О.Шмелев, ответлă секретарĕ Г.Персидская, комисси председателĕ А.Филиппов тата Канаш хулипе Вăрмар районĕнчи ветерансен организацийĕсен представителĕсем пулчĕç. Хăнасем пирĕн районти ветерансен канашĕн çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçĕпе паллашма, çамрăксенче Тăван çĕр-шывăн, Аслă вăрçăн историйĕпе кăсăкланас туртăма вăйлатас тĕллевпе килнĕ.
Делегацие район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванеркепе унăн çумĕ О.Ломоносов кĕтсе илнĕ. Хăнасем кĕскен районăн экономика тата социаллă аталанăвĕпе паллашнă хыççăн тĕрлĕ çĕрте пулнă. Тăвай районĕнче çамрăксене патриотла воспитани парас ĕç аван пулса пырать. Шăпах çак кунсенче Тăвайри вăтам шкула "Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патриотла воспитани парас ĕçе хастар туса пынăшăн" Асăнмалăх паллăпа наградăланă. Хăнасене шкул директорĕ В.Кириллова воспитани ĕçĕ вĕренỹ учрежденийĕнче мĕнле пулса пыни çинчен каласа кăтартнă. Вăрçă участникĕсем А.Филипповпа отставкăри подполковник А.Внуков ачасене вăрçă çулĕсемпе çар служби çинчен каласа панă, аслă ăру çыннисен мухтавлă ĕçĕсене малалла тăсма чĕнсе каланă.
Шкулта пулнă хыççăн делегаци Кармал ялне Николай Афанасьев палăкĕпе тыл ĕçченĕсене халалласа лартнă Тăвай сăртĕнчи стелла умĕнче, Тăвайри тавра пĕлỹ музейĕнче, Енĕш Нăрвашри истори астăвăмĕн музейĕнче пулнă. Çав кунах ветерансен районти канашĕн ĕç опычĕпе паллашма ĕлкĕрнĕ. Курса тĕлĕнмелли, асра юлмалли нумай пулнă хăнасен, çакна вĕсем юлашкинчен пĕтĕмлетсе каланă чухне те палăртнă. Вĕсене ветерансен организацийĕсем район администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлени питĕ килĕшнĕ.
И.ИВАНОВ.