АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахалăшĕ чупса тухма пултарнă

04 июля 2014 г.

 

Çĕнĕ Пуянкассинчи физкультурăпа спорт аталанăвĕ çинчен сăмах хускатсан Валерий Григорьевич Михайлова уйрăм асăнни вырăнлă пулĕ.

Çар служби хыççăн вăл Набережные Челны хулинче вырнаçнă. Ачаран спортпа туслăскер вăрăм дистанцисенче чупса палăрнă. 1979 çулта Калининградра СССР кубокĕшĕн пынă марафон (42 çухрăм та 195 метр) ăмăртăвĕнче спорт мастерĕ пулса тăнă. Ун хыççăн та çĕр-шыв кубокĕшĕн тăтăшах ăмăртнă, спортри кăтартăвĕсене лайăхлатсах пынă, пĕрре мар малтисен шутне кĕнĕ. Совет Союзĕн сборнăй командинче резервра та тăнă.

-Яшлăхра лайăх тренер кирлĕ пулнă-çке те ял каччине, ахăртнех, тата çỹлĕрех пусăма çĕкленнĕ пулĕччĕ, - тенĕ çăмăл атлетика федерацийĕнче. Олимпиадăра чупма вара çĕр-шывран пурĕ те 2-3 марафонец кăна тивĕçнĕ...

...Ялти кил-çурчĕ хупăнса ларсан, Михайловсем çемйипех Çĕнкаса куçса килчĕç.

Валерий Григорьевич ачасен Тăвайри спорт шкулне тренера вырнаçрĕ, директор пулчĕ, унтан нумай çул районти физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕнче ĕçлерĕ, кайран лесхозра мастер пулчĕ. Халь - предприниматель.

Мăшăрĕпе иккĕшĕн те тытса туман ĕç çук темелле №35 çул ĕнтĕ килĕштерсе пурăнаççĕ№. Пысăк кил-çурт çавăрчĕç, ĕне, ытти выльăх усраççĕ, картиш тулли кайăк-кĕшĕк. Вăрманта утар та тытаççĕ. Арăмĕ Рая сутуçăра ĕçлет.

Икĕ ывăл çитĕнтерчĕç, пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Иккĕшĕ те Хусанта аслă çар училищине чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерчĕç. Асли, Виктор - капитан, çĕнĕ йышши танксем сăнама хутшăнать. Тепри Вячеслав - аслă лейтенант, Крымри службăра лайăх енчен палăрнăшăн нумай пулмасть çĕр-шыв наградине тивĕçнĕ.

Çитес çул Валерий Григорьевич 60 тултарать.

Г.СОЛОВЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика