АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти спорт уявĕнче

04 июля 2014 г.

 

Иртнĕ шăмат кун Кивĕ Пуянкассинчи стадионра халăх йышлă пулчĕ. Ялта футболла выляма пуçлани 60 çул çитнине паллă турĕç, хăйне евĕр юбилей-çке.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке ăшшăн саламларĕ, чи пултаруллисене Хисеп грамотисем парса чысларĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.С.Васильев та футболистсен пысăк ушкăнне грамотăсем пачĕ.

Футбол ветеранĕсемпе паянхи çамрăксене - пурĕ 170 çынна - ятарлă медальпе палăртрĕç, значоксем пачĕç.

"Буяново" ООО ертỹçин А.В.Анастасьевăн тỹпи футбол аталанăвĕпе уява йĕркеленинче уйрăмах пысăк пулнине палăртмалла.

Кăнтăрлаччен "Сăран мечĕк" парнишĕн шкул ачисен республикăри мини-турнирĕ пулса иртрĕ. Канаш, Шăмăршă районĕсен, Энĕшпуçпе Элпуç командисем килнĕ. Пуянкассем хăйсем икĕ команда тăратнă. Хĕрỹ иртнĕ тĕл пулусенче кил хуçисен пĕрремĕш команди мала тухма пултарчĕ. Шкул ачисене тав тунă, хавхалантарнă.

Кайран тĕрлĕ ỹсĕмри ял çамрăкĕсемпе аслăрах çулхисем хăйсем уйрăмшар командăсем тăратса нумайччен вылярĕç.

Магазинсем, киосксем ĕçлерĕç. Пурне те вĕри апат - чашлама - пĕçерсе çитернĕ. Килте тунă кăпăклă сăра ĕçсе киленчĕç. Шупашкартан чĕнсе илнĕ ансамбль лайăх юрăсемпе савăнтарчĕ.

Дискотека пулчĕ, каçхине 11 сехет хыççăн çеç саланчĕç çамрăксем.

-Вăт, еплерех лайăх уяв пулчĕ ял çыннисене, - палăртрĕç Питĕрпе Чĕмпĕртен килнĕ хăнасем.

Анатолий ОСИПОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика