АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсен прависене хỹтĕлесе

04 июля 2014 г.

 

Район прокуратури инвалидсене социаллă хỹтлĕх парассипе йышăннă законсем пирĕн тăрăхра мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслерĕ. Шел те, ку енĕпе йĕркесене пăхăнман тĕслĕхсем пурри палăрчĕ.

Çапла Тушкилти "Сто мелочей" магазина кỹмепе çỹрекен инвалидсем пырса кĕме пултарайман, мĕншĕн тесен суту-илỹ точкине кĕме пандус пулман. Ку вара РФ Конституцийĕн 7-мĕш, РФ Хула строительствин кодексĕн 2-мĕш, "Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" федераллă законăн 15-мĕш статйисене, çавăн пекех СНиПăн уйрăм йĕркисене пăсни шутланать. Çакна та каласа хăвармалла. Чылай çĕрте пандуссене нормативсене пăхăнса мар, "çăвар хуппишĕн" тăваççĕ. Инвалид кỹмипе çỹрекен алăк умне ниепле те çитейрес çук. Ăна кỹмепе хăпарма пандус ытлашши чăнкă. Тата сахал мар чух хăпармалли карлăксем çук е хăпарсан та алăк урати урлă каçса кĕме кансĕр. Социаллă инфраструктура объектне, учрежденисемпе офиссене кĕмелли вырăнсене пурне те пандуссемпе тивĕçтермелле, çакна РФ законĕсем ыйтаççĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хăш-пĕр чарак пур çыннăн прависене хĕсме юрамасть, вăл обществăн тулли праваллă членĕ.

Йĕркесене пăснă тĕслĕхсем "Шимкусский" тулли мар яваплăхлă обществăра та, "Тăвай кооперативĕ" потребобществăра та пур. Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх прокуратура суда 3 тавăç заявленийĕ тăратнă, йĕркесене пăхăнманнисене çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă.

А.АФАНАСЬЕВ, район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан, I класлă юрист

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика