04 июля 2014 г.
Хальхи вăхăтра предпринимательлĕх пурнăçа, экономикăна малалла яма ырă витĕм кỹрекен пуçаруллă та ĕçлĕхлĕ вăй пулса тăрать.
Паянхи куна районта вак предпринимательлĕхĕн 311 субъекчĕ ĕçлет, çав шутра 63 пĕчĕк предприяти тата 242 уйрăм предприниматель. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вак предприятисенче 917 çын тăрăшнă, ку вăл иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан 1,9 процент нумайрах. Пилĕк уйăхра вак предпринимательлĕх ĕçченĕсем хăйсен продукцине тата харпăр хăй туса илмен таварсене пурĕ 370 млн. тенкĕлĕх е пĕлтĕрхи çак тапхăртин 104,8 проценчĕ чухлĕ тиесе ăсатнă. Вак бизнесри уйăхри вăтам ĕç укçи те 2013 çулхи çав тапхăртинчен 15 процент ỹснĕ, январь-май уйăхĕсенче 10989 тенкĕне çитнĕ. Предпринимательлĕхрен вырăнти бюджета налук тупăшĕсем кĕресси тикĕс пулса пырать. Районти бюджета пырса кĕнĕ налук укçи-тенкинче вак бизнесăн тỹпи кăçалхи пилĕк уйăхра 20,1 процентпа танлашнă.
Хресчен фермер хуçалăхĕсем 32 шутланаççĕ, çакă вăл юридически сăпат туса хумасăр ĕçлекен предпринимательсен пĕтĕм йышĕн 13,2 проценчĕ пулать.
Районта Çĕнĕ Пуянкассинчи ача сачĕн юхăннă котельнăйĕн никĕсĕ çинче 2009 çулта йĕркеленĕ тулли мар яваплăхлă "Буяново" общество уйрăмах тикĕссĕн аталанса пырать. Александр Вениаминович Анастасьев ертсе пынипе общество кĕске хушăрах лайăх условисемлĕ тупăшлă ĕçлекен предприяти пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра рабочисем кунта икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Вĕсем пурĕ 27-н. Предприятире вырнаçтарнă ку чухнехи станоксемпе оборудованисем тĕрлĕ конструкциллĕ тимĕр изделисем туса кăларма, халăх мĕнле тавара кăмăлласа йышăннине кура производство линийĕсене те çавна май йĕркелесе яма май параççĕ. Кăçалхи 5 уйăхра 8,1 млн. ытла тенкĕлĕх продукци кăларнă. Предприяти тупăшлă ĕçлет, иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан производство 16 процент ỹснĕ.
Промышленноç предприятийĕн ассортименчĕ те çулленех çĕнелсе, хушăнса пырать. Енчен те предприятире малтанхи тапхăрта пукансемпе хыçлă пукансем туса хатĕрленĕ пулсан, хальхи вăхăтра таварсен ассортименчĕ чылай пуянрах, кунта теплицăсен каркасĕсем, беседкăсем, парксем валли саксем, мунча кăмакисем, çĕвĕ изделийĕсем те кăлараççĕ. Вĕсене хамăр республикăра çеç мар, ытти регионсенче те хапăл туянаççĕ.
"Буяново" ООО малашлăхпа пурăнать, объектсене пысăклатса пынипе е çĕннисем туса ĕçе кĕртнипе производство лаптăкĕсене сарсах пырать. Çак тĕллевпе кунта çывăх вăхăтра тепĕр 10 млн. ытла тенкĕлĕх инвестици хывма палăртаççĕ. Çакă предприятие тата пилĕк хушма ĕç вырăнĕ туса хума май парĕ.
Л.БЕРИЛЛО, район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.