04 июля 2014 г.
Кăçал çуркунне Канаш типографийĕнчен районти паллă сăвăçăн, Нỹшкассинче пурăнакан Елена Андреевна Фоминан "Кăмăлăма ятăм ирĕке" кĕнеки пичетленсе тухрĕ.
Унта 300 яхăн сăвă кĕнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ район хаçатĕнче кун çути курнă. Районăн культура пурнăçĕнчи паллă пулăм теме пулать ăна. Елена Андреевнан сăввисене вулакан ялан чуна çывăха илет, мĕншĕн тесен вĕсем шалтан, чун-чĕре тĕпĕнчен сăрхăнса тухаççĕ, çынри чи çивĕч туйăмсене хускатаççĕ.
Июлĕн 8-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче Е.А.Фоминан "Кăмăлăма ятăм ирĕке" кĕнеке презентацийĕ иртет. Автор вулакансемпе тĕл пулать. Тĕл пулу вăхăтĕнче сăвăсем янăрĕç, культура ĕçченĕсем концерт лартса парĕç. Презентацие кирек кам та хутшăнма пултарать, ирĕклĕнех кĕртеççĕ. Çапла вара ытлари кун сире ирхине 10 сехет тĕлне библиотекăна кĕтетпĕр.