04 июля 2014 г.
Кăçалхи I çур çулта республика бюджечĕ тупăшсен енĕпе 17780,3 млн. тенкĕлĕх (çулталăка палăртнин 51 проценчĕ чухлĕ), харпăр хăй тупăшне илессипе 9769,1 млн. тенкĕлĕх (4,1процент) пурнăçланнă.
Налог тупăшĕсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 5,7 процент ытларах пырса кĕнĕ, çав шутра организацисен тупăшĕнчен илекен налогсем - 2516,2 млн. (5,5 процент), уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекеннисем - 3373,7 млн. тенкĕ (26,8 процент). Тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2,9процент ытларах куçнă.
Тăкаксем 17739,5 млн. тенкĕпе (45,3 процент) танлашнă (иртнĕ çулхи шайран 16,8 процент пысăкрах), çав шутра социаллă политикăна 3581,0 млн. (46,7 процент), вĕрентĕве 6095,6 млн. (55,4 процент), сывлăх сыхлавне 3215,9 млн. (44,3 процент), наци экономикине 2451,4 млн. тенкĕ (40,1 процент) янă. Бюджета 40,8 млн. тенкĕ профицитпа пурнăçланă.
Чăваш Республикин Финанс министерстви