04 июля 2014 г.
Хальхи вăхăтри коопераци ĕçĕ-хĕлĕ çынсен пурнăçне ытларах та ытларах витĕм кỹнипе палăрса тăрать. Суту-илỹ, кредит, ял хуçалăх кооперативĕсем пурте çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе, экономикăна, пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе тимлеççĕ.
"Тăвайри кооператив" потребобщество ĕçченĕсем те халăха паха таварсемпе тата кирлĕ пек тивĕçтерес тесе сахал мар тăрăшаççĕ, харпăр хăй кил хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие вырнаçтарма пулăшаççĕ, эмел курăкĕсем хатĕрлеççĕ, строительство материалĕсемпе, тĕрлĕ услугăсемпе пулăшаççĕ, суту-илỹпе обществăлла апатланăвăн çĕнĕ объекчĕсем уçаççĕ, çынсен пурнăçри культурине ỹстерме тỹпе хываççĕ, хăйсен пĕлĕвĕпе опытне ыттисене параççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕпе саламланă май, пур кооператора та, коопераци организацийĕн ветеранĕсене, пайщиксемпе членĕсене плансене чыслăн пурнăçласа пыма, пысăк çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх, пурнăçра телейпе ăнăçусем сунатăп.
"Тăвайри кооператив" потребобщество
совечĕн председателĕ В.ФЕДОРОВ.