01 июля 2014 г.
Темиçе хутлă çуртсенче халь хваттерсен чỹречисем ытларах пластикрен тунă кантăксенчен.
Кантăкĕсене уçса хураççĕ те хваттер хуçисем, манса каяççĕ тимлĕ пуласси пирки.
Пурне те тĕрĕслесе тĕпчеме юратакан пĕчĕк çынсене çакă кăна кирлĕ тейĕн. Вĕсем уçă сывлăш ăçтан кĕнине сисеççĕ те, чỹрече еннелле туртăнаççĕ. Лайăх утма вĕренеймен ачасем те пукан çине тăрса чỹрече сакки çине улăхма пултараççĕ. Пурнăç хăрушлăхĕ пирки ăнкараймаççĕ-ха вĕсем, хĕвел çутине курма кансĕрлекен сеткăна тĕртсе, темиçе хутлă çурт çỹллĕшĕнчен çĕр çине ỹксе аманма е ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупма пултараççĕ. Çавăнпа ачасене хваттерсене хăйсем тĕллĕн хăварсан чỹречесене хупăр, шăрпăка пуçтарса хурăр, электроэнерги вăйĕпе ĕçлекен приборсен вилкисене чикмелли розеткăсене хуплăр тата ытти те. Кĕскен каласан, пĕчĕккисене пăхакансăр нихăçан та ан хăварăр.
И.ИЛЬИН