АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕртен-пĕр çурт-йĕрсĕр юлнă

01 июля 2014 г.

 

Законпа килĕшỹллĕн пурăнмалли çурт (хваттер) парăмлă çыншăн тата çемье членĕсемшĕн ялан пурăнма юрăхлă пĕртен-пĕр çурт-йĕр пулсан, ун çине взыскани хума юрамасть (РФ Гражданла процессуаллă кодексăн 446 статйин 1-мĕш пункчĕ).

Урăхла каласан, çыншăн пĕртен-пĕр пурăнмалли вырăн пулсан, çурта (хваттере) парăмшăн суд урлă сутма май килмест. Анчах уйрăмлăх пур - çав хваттер е çурт ипотека япали пулсан.

Нумаях пулмасть суд парăмлă çыншăн тата унăн çемйин членĕсемшĕн пĕртен-пĕр пурăнмалли çурт-йĕр шутлансан та залога хывнă пурлăха сутнă торгие тĕрĕс мар тесе йышăнма ыйтса çырнă тавăçа тивĕçтерме килĕшмен.

Дмитрий Щербаков хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне - пысăках мар çурт-йĕрпе çĕр участокĕ туянассине пурнăçа кĕртме шухăш тытнă. Анчах укçа çитсе пыман. Çавăнпа вăл кредит илме шутланă, пĕр коммерци банкĕпе кредит килĕшĕвĕ тунă. Асăннă килĕшỹ условийĕсемпе банк ăна çурт-йĕрпе çĕр участокĕ туянма укçа панă, куçми пурлăха вара саклата хывнă.

Анчах Дмитрийăн телейĕ нумая пыман, унăн бизнесĕ тупăш кỹме пăрахнă, çавăнпа кредитне те тỹлейми пулнă. Банк суда панă. Суд Дмитрий Щербаков енне тăрайман, мĕншĕн тесен банк ăна кредит килĕшĕвĕпе тивĕçтернĕ суммăна парăмçăран шыраса илсе пама ыйтнă.

Парăма татма суд приставĕ саклата хывнă пурăнмалли çурт-йĕрпе çĕр участокне торгине тăратнă. Дмитрий асăннă çурт вĕсен çемйишĕн пурăнмалли пĕртен-пĕр вырăн тесе хирĕç пулнă. Вĕсем ăна туянас тесе хваттерне те сутнă. Анчах суд банк тавлашуллă пурăнмалли çурт-йĕрпе çĕр участокĕ тĕлĕшпе саклат хуçи пулнине, асăннă пурлăх саклатра тăнине тата банк ун çине взыскани хума пултарнине кăтартса панă. Енчен те асăннă пурлăха сутса кредит укçине банка тавăрса пама кирлĕ пулсан, ку ĕçе парăмçăн ытти пурлăх пурри-çуккине пăхмасăрах пĕрремĕш черетпе пурнăçа кĕртеççĕ.

Çавăнпа Дмитрийăн суд йышăнăвне пăхăнма тата çуртне пушатма тивнĕ.

(Хамăр инф.).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика