01 июля 2014 г.
Çу уйăхĕнче пирĕн республикăна "Хĕрлĕ çăлтăр" ("Красная звезда") хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ Олег Грозный, Мускаври çар офицерĕсен "Çĕр-шыв ывăлĕсем" юлташлăх членĕсем - Александр Зиновьев генерал-майорпа Раççейри çар оборонин академийĕн профессорĕ Иван Николаев полковник килнĕччĕ.
Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнăччĕ вĕсем. Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева хăнасене çарпа патриотизмла воспитани парассипе мĕнле ĕçленипе паллаштарнăччĕ. Çар офицерĕсем Тăвай ене те çитсе килнĕччĕ. Çак кунсенче вĕсем Чăваш енре пулни пирки "Хĕрлĕ çăлтăр" хаçатра "Тăван ен пилĕпе" статья пичетленнĕ.
Унта малтанах 95 çулхи Алексей Алексеевич Яковлев гварди старшинан Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи çул-йĕрĕпе паллаштарнă. Тĕрлĕ хăрушлăха куçран пăхнă çав вăхăтра чăваш каччи, парăнман. Ырă-сывă таврăнса паянхи кунччен çамрăксене патриотла воспитани пама хутшăнать.
"Тăшман амбразурине хăйсен кăкăрĕпе хупланă тĕслĕх иртнĕ вăрçăра 284 хут пулнă. Вĕсенчен пĕри Чăваш Республикинчи Тăвай районĕнчи Кармал ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Афанасьев сержант çавнашкал паттăрлăх кăтартнă. Вăл ун чухне 19 çулта кăна пулнă", - тесе çырнă Олег Грозный корреспондент хăйĕн статйинче. Вĕсем паттăр ентешĕмĕрĕн тăван ялĕнчи палăкĕ умне килсе пуç тайнăччĕ. Гранатăсем пĕтсен çулăм тăкакан амбразурăна, кăкăрĕпе хупласа, Чăваш Енри тепĕр çын паттăрлăх кăтартнă. Вăл - Егор Алексеев, çемьери сакăр ывăлтан пĕри пулнă. Муркаш районĕнчи Изедеркино ялĕнче пурăннă вĕсем. Егорăн пĕр тăванĕ, Григорий, Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Вĕсем пурте тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă, тăваттăшĕ килне таврăннă, иккĕшĕ сывлăхĕсем хавшанипе хăвăрт пурнăçран уйрăлнă.
Малалла статьяра Афганистанри пурнăçа йĕркелеме хутшăнса паттăрлăх кăтартнă, "Раççей Геройĕ" ят илме тивĕçлĕ пулнă Евгений Борисов пирки çырса кăтартнă.
"Чăваш Республикинче тăван енĕн чысне кăна мар, Раççей Федерацин ятне çỹле çĕкленисем те пурăнаççĕ. Совет Союзĕн - 82, Раççейĕн 9 Геройне çитĕнтернĕ асăннă регион", - тесе палăртать малалла Мускав корреспонденчĕ. Çавăн пекех вăл Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çарпа патриотла воспитани парас ыйтăва пурнăçа кĕртме пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене Чăваш Енре 45 çул йĕркелеççĕ, çак тапхăрта республикăра тăван çĕре хỹтĕлеме яланах хатĕррисем чылайăн ỹссе çитĕннĕ. Çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама каяссипе те харсăрлăх кăтартаççĕ чăвашсем.
"Çĕр-шыв ывăлĕсем" юлташлăх членĕсем - Александр Зиновьев генерал-майорпа Раççейри çар оборонин академийĕн профессорĕ Иван Николаев пирĕн республикăри кадет класĕсенче вĕренекенсемпе те тĕл пулса калаçнă.
Тăван ен пилĕпе чăвашсем ĕçре харсăрлăхпа паттăрлăх, обществăлла пурнăçра - активлăх, вĕренỹре çинетăраслăх кăтартни пирки пĕтĕмлетỹсем тунă юлашкинчен хăйĕн статйинче "Хĕрлĕ çăлтăр" хаçат корреспонденчĕ Олег Грозный.
В.ВАСИЛЬЕВ.