01 июля 2014 г.
Пурнăç çулĕ - аслă çул. Нумай пурăнатăн, нумай куратăн, теççĕ. Чи пахи вара - паянхипе кун пĕтмест, ыран та кун килет. Çавăншăн савăнмалла, çавăншăн тăрăшмалла пирĕн. Акă Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Владимир Николаевич Николаев ыран 80 çул тултарать. Пысăк та сумлă юбилей унăн. Çак çула вăл чунри тивĕçлĕхĕпе çитнĕ, ĕçченлĕхĕпе, тỹрĕ кăмăлĕпе ял-йышра тата таврара ят-сум, хисеп илнĕ. Тен, ĕçе, пурнăçа юратни хал парса тăрать те Владимир Николаевича. Ĕнер те çапла мăшăрĕпе, Зоя Григорьевнапа пĕрле пикенсех автомашина гаражĕн алăкĕсене сăрлатчĕç. ГАЗ-69 машини гараж умĕнче ларатчĕ. "Тинтерех çеç хуларан таврăнтăмăр-ха", - терĕ машина хуçи. Тăвай пасарĕнче миçемĕш çул ĕнтĕ çынсем Владимир Николаевич туса хатĕрленĕ çава аврисене туянса савăнаççĕ. Хам та кăмăлласах туяннă вĕсене, ятуллă авăрсем.
Ĕмĕрĕпе ырă та тăнăç пурнăçшăн тăрăшнă Тăрмăш ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ Владимир Николаевич Николаев. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, Ленинград блокадинче çапăçнă, унтан таврăнайман. Амăшĕ ачисемшĕн вĕткеленнĕ. Пилĕк пĕртăван ỹснĕ вĕсем: Петр, Владимир, Михаил, Валерий, Григорий. Паянхи кун Владимир Николаевичпа Григорий Николаевич пурнăçа малалла тăсаççĕ. Сăмах майăн асăнсан, Владимир Николаевичпа Зоя Григорьевна Николаевсен хăйсен те пилĕк ача. Вĕсене пурне те вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ ачисем çынсене ырă кỹреççĕ. Аслă ывăлĕ Олег Тăвай хуçалăхĕнче ветврачра ĕçлерĕ, халĕ районти газ хуçалăхĕнче тимлет; Антонина чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ Муркаш районĕнче шкул директорĕнче тăрăшать; Виктор инженер-механике вĕреннĕ, халĕ - Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи; Борис ял хуçалăх академине ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн аспирантурăра пĕлĕвне ỹстернĕ, Шупашкар районĕн тĕп агрономĕ вăл; кĕçĕнни, Александр, юриста вĕреннĕ, полицире ĕçленĕ, паянхи кун МЧС системинче. Вăлах предприниматель те, машинăсем юсассине йĕркеленĕ. Александр Владимирович ашшĕ-амăшĕпе пĕр килте пурăнать, хăйĕн ывăлпа хĕр ỹсет. Владимир Николаевич вара мăшăрĕшĕн те, ачисемшĕн те пурнăçра шанчăклă тĕрек пулса тăрать. Ун пек çын юнашар пурри хỹтлĕх те, телей те пĕр вăхăтрах.
Владимир Николаевич - хуçалăх тата партипе совет ĕçĕсенче пиçĕхнĕ çын. Механизатортан пуçланă пурнăç çулне. Ăна вăл 1952 çулта Тăвайри МТС çумĕнче йĕркеленĕ трактористсен курсĕнче вĕреннĕ. "Никам та хистемен мана, хам ирĕкпех кайнă тракториста вĕренме. Пурнăç çăмăл марччĕ пирĕн ун чухне", - терĕ Владимир Николаевич. 1956 çулта ăна МТС директорĕ М.Х.Эпштейн Канаша трактор бригадин бригадирĕсем хатĕрлекен курса та вĕренме янă.
1958 çулхине тракторсене хуçалăхсене панă. Владимир Николаевич та тăван хуçалăхĕнче тракторпа ĕçлеме тытăннă. 1959 çулта колхозра трактор бригадине ертсе пынă. Владимир Николаевич бригади ял хуçалăхĕнче ĕçлекен бригадăсенчен чи малтан тенĕ пек коммунизмла ĕçлекен бригада ятне тивĕçнĕ. Ку вăл иртнĕ ĕмĕрхи утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче пулнă.
ВДНХна та хутшăннă. Аллăмĕш çулсен вĕçĕнче вăл ертсе пыракан бригада кукуруза симĕс массине кашни гектартан вăтамран 517,6 центнер пухса илнĕ. Çакна 1959 çулта панă свидетельство та çирĕплетет.
1966-1972 çулсенче - колхозра парти организацийĕн секретарĕ. Унтан Владимир Николаевича Шупашкарти советпа парти шкулне вĕренме янă. Ун хыççăн та партин пуçламăш организацине ертсе пынă пĕр вăхăт. Çакăн хыççăн ăна Тăвайри "Советская Россия" колхоз председательне суйлаççĕ. 1972-1974 çулсенче тăрăшнă вăл унта. Çав çулсенче КПСС Тăвай райкомĕн бюро членне те кĕртеççĕ. Шаннă ăна пĕрле ĕçлекенсем, унăн пултарулăхне, хастарлăхне, тỹрĕ чунлăхне курса ĕненнĕ.
Сывлăхĕ майлашăнсан Тăрмăшри ял Совет председателĕнче тăрăшать. Унтан ăна Ленин ячĕллĕ хуçалăх председательне суйлаççĕ. Çак çулсенче ялти культура çуртне тума, ял хуçалăх производствине аталантарма пысăк тỹпе хывать. "Культура çуртне тăвассипе Шупашкара кăна 16 хутчен кайма тиврĕ", - аса илет халĕ Владимир Николаевич. Культура керменне хута ярсан, ЧР культура министрĕ ăна Хисеп грамотипе чысланă.
1982-1987 çулсенче В.Николаев ялти профсоюз комитечĕн председателĕнче тимлет. Ун хыççăн тепĕр пилĕк çул вырăнти çĕвĕ цехне ертсе пынă. Комбайнпа тырă çапма та, ытти ĕçсене хутшăнма та ĕлкĕрет. Ĕçчен те канăçсăр чун-чĕреллĕ çыншăн ĕç тупăнсах тăрать. Унсăр тунсăхласа лармасть вăл. Кирек мĕнле ĕçе те яваплăха туйса чун-чĕре витĕр кăларнă вăл, шанăçа çилпе вĕçтермен. Хастарлăхшăн В.Н.Николаева 1962 çултах "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн тата Пĕтĕм Союзри профсоюзсен Тĕп Комитечĕн Президиумĕсен Хисеп грамотисемпе, "Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă ятпа" медальпе чысланă. Пĕр çул çеç мар социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи пулнă, çак ята унăн мăшăрĕ, колхозра осеменаторта ĕçленĕ Зоя Григорьевна та тивĕçнĕ. Вăл - ЧР тава тивĕçлĕ осеменаторĕ те. Владимир Николаевич ятне 1979-1980 çулсенче колхозăн тата районăн Хисеп кĕнекисене кĕртнĕ. Иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята илнĕ.
Общество ĕçĕсенчен те пăрăнман. В.Николаева пĕрре çеç мар район Совечĕн депутатне суйланă. Çапла вара хуçалăх производствинче те, общество пурнăçĕнче те, кулленхи ĕçсенче те яланах малти ретре пынă. Унăн хастар пурнăçĕ нумай çыншăн чăннипех те ырă тĕслĕх пулса тăрать.
И.ГЛАДКОВ.