АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрмăшри шкулта виçĕ лагерь

01 июля 2014 г.

 

Çуллахи каникулăн пĕрремĕш уйăхĕ хыçа юлчĕ. Республикăри шкулсенче пурĕ - 438, хуласем çывăхĕнче - 21, халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисем çумĕнче 28, палаткăллă - 90, 78 ĕçпе кану лагерĕсем, 6 санатори ĕçлерĕç малтанхи сменăра.

Пирĕн районта ачасен канăвĕ усăллă ирттĕр тесе 16 отряд йĕркеленĕ, вĕсенчен вуннăшĕнче сывлăха çирĕплетеççĕ, пĕринче ĕçлесе канаççĕ. Пиллĕкĕшĕ вара профильлĕ лагерьсем шутланаççĕ. Кунсерен 295 вĕренекен çỹренĕ Тăвай енри лагерьсене. Журналист иртнĕ кунсенче Тăрмăшри вăтам шкулта пулнă, хĕр тата арçын ачасем каникул кунĕсене мĕнле ирттернипе кăсăкланнă.

Асăннă ялти вĕренỹ çурчĕ çулталăк пуçламăшĕнче 130 çулхи юбилейне паллă тунă. Кунта маларах юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Шкул çакăн хыççăн самаях çĕнелсе улăшннă. Çурта тĕпрен юсанă пирки иртнĕ çулхи каникулта кунта лагерь ĕçлемен. Кăçал вара пĕрремĕш сменăра харăсах виçĕ отряд йĕркелеме май килнĕ. Тăрмăшри вăтам шкулта пурĕ 160 ытла вĕренекен пĕлỹ илнĕ пулсан, 55-шĕ каникулăн малтанхи кунĕсене лагерьсенче хаваслă ирттернĕ.

-Çуллахи ăшă кунсене çулсерен чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ачасем. Пирĕн шкулта пĕлỹ пухнисенчен 19-шĕ хуласем çывăхĕнчи, 55-шĕ шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче канма кăмăл турĕç. Вĕсенче ача организатор пулма хăнăхать, социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçре активлăх кăтартать. Вăл хăйĕн умне тĕрлĕ тĕллевсем лартма, вĕсене пурнăçа кĕртме вĕренет, - тесе паллаштарма пуçларĕ хăйсен пурнăçĕпе Тăрмăшри вăтам шкул директорĕ С.Николаева.

"Солнышко" лагерьте аван

Ирхине тăхăр сехет. 1-4 классенче пĕлỹ илнĕ 20 ача стройпа утса столовăйне каяççĕ. Хăйсен девизне, юррине юрлаççĕ вĕсем. "Солнышко" тесе çырса хунă сĕтел хушшине вырнаçса ларса апатланаççĕ. "Поварсене тутлă пĕçернĕшĕн тав тăватпăр", - тесе тухаççĕ сĕтел хушшинчен кайран. Л.Ивановапа Н.Андреева ачасене тĕрлĕ блюдăсемпе сăйлассишĕн тахçантанпах тăрăшаççĕ. Поварсен ăсталăхне тивĕçлипе хаклаççĕ ав, вĕренекенсем.

-Пирĕн отрядра пурĕ 20 ача. Малтанах лагерь ятне, девизне, юррине тупрăмăр пĕрле. Хатĕрленĕ ĕç планĕ тăрăх ирттертĕмĕр мероприятисене. Каннă вăхăтри кашни кун кĕçĕннисен асĕнче нумайлăха юлтăр тесе тăрăшрăмăр, - каласа кăтартать "Солнышко" лагерь начальникĕ Е.Матросова. Елена Николаевна - районти чи активлă çынсенчен пĕри. Вăл юрă-ташăра та маттур, вĕрентỹре те пуçаруллă. Ачасене те, аслисене те обществăлла пурнăçа хутшăнма ырă тĕслĕх кăтартать хĕрарăм.

Лагерь начальникне кĕçĕннисен канăвне йĕркелеме З.Андреевапа Н.Максимова учительницăсем пулăшнă.

-Çирĕм пĕр кун сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Ирĕк парсан лагерьти иккĕмĕш сменăна та хаваспах çỹрĕттĕм, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет А.Александров вĕренекен.

Ачасем малтанах актив суйланă. Спорт ăмăртăвĕсенче тупăшса хăйсен кăмăлне çĕкленĕ тепĕр кунне. А.Пушкин произведенийĕсем тăрăх ирттернĕ викторина та асрах. Театр кунĕнче юмах лартса панă. Çул-йĕр урлă каçма хăнăхнă. Ỹкерчĕксен, илемлĕх конкурсĕсенче активлăх кăтартнă. Шапан тăвайккине похода кайса килнĕ. Тăвайри бассейнра эрнере пĕр хутчен пулнă. Енĕш Нăрвашри историпе мемориал халăх музей ĕçĕпе паллашма та ĕлкĕрнĕ вĕренекенсем. Лагерьте ирттернĕ мероприятисене пурне те асăнса та пĕтереймĕпĕр. Ачасен сывлăхĕ çирĕплентĕр, тавракурăмĕ аталантăр тесе вĕрентекенсем чылай вăй хунă çапла.

Кулă - сывлăхшăн сиплĕ

-Яланах, пур çĕрте те тата кирек мĕнле çанталăкра та кулатпăр, - текен девиз суйласа илнĕ 5-7 классенче вĕренекенсем. Вĕсем "Улыбка" ят панă хăйсен отрядне. Ăна А.Федоров вĕренекен ертсе пынă. Пурĕ 20-ĕн пулнă вĕсем ку лагерьте. Унăн начальникĕ З.Григорьева учительница пулнă. Л.Смолина тата Э.Михайлова педагогсемпе пĕрле вĕсем ачасен канăвĕ сывлăхшăн сиплĕ, ăс-тăншăн усăллă пултăр тесе тимленĕ, пуян содержаниллĕ ĕç планĕ хатĕрленĕ. Ачасем кулленех интереслĕ мероприятипе паллашнă. "Манăн ишме вĕренес килет. Çак тĕллеве эпĕ каникулта каннă чухне пурнăçлама тăрăшăп. Çавăн пекех вăрмана çырла татма кайма ĕмĕтленетĕп. Шупашкар хулине те çитсе килесшĕн-ха", - тесе çырать А.Алексеева вĕренекен "Çулларан эпĕ мĕн кĕтетĕп?" ятлă сочиненире. Асăннă отрядри ачасемпе тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ. "Юлташсем, юрлар-ха" ятлă музыка сехечĕ питĕ килĕшрĕ. Унта пире Е.Капитонова учительница компьютерпа тĕрлĕ халăхсен ташшипе паллаштарчĕ. Кайран хамăр та ташларăмăр", - пĕр-пĕрне пỹлсех каласа пачĕç вĕренекенсем. Çавăн пекех вĕсем хăйсен аллипе тĕрлĕ япаласем туни пирки пĕлтерчĕç. Паллашу, хаваслăх, сывлăх, вăйăсен, çĕр, театр, юмах, рекордсен, кĕнекеçĕсен, чечексен, спорт тата ытти кунсем ирттернĕ кулăша юратакансем. Вĕсен кичемленме вăхăт пулман. Çак йĕркесен авторĕ лагерьте каннă кун ачасем пикенсех концерта хатĕрленетчĕç. "Эпир юрланине итлемесĕр ан кайăр", - тесе сĕнчĕç "Улыбка" лагерьтисем.

Канчĕç, вĕренчĕç, туслă пулчĕç

Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадисенче - 7-11 классем, интеллектуаллă вăйăсенче кĕçĕннисем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Тăрмăшри вĕренекенсем те ку енĕпе пултаруллă. Пĕр ача 10 предметпа та пуль тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнать. Вĕсен пĕлĕвне татах анлăлатас, вĕренỹпе канăва пĕрлештерес тĕллевпе асăннă шкулта виççĕмĕш, "Созвездие" профильлĕ лагерь ĕçлеме пуçланă çĕртме уйăхĕнче. Унăн начальникĕ - Л.Матросова учительница. С.Васильевапа С.Семенова вара воспитательницăсем пулнă. Олимпиадăсемпе конференцисенче пуçаруллă пулнисем, вĕренỹре малта пыракансем - пурĕ 15 вĕренекен çỹренĕ асăннă лагере.

Çамрăксем кашни кунах виçĕ урок тĕрлĕ предметсемпе вĕреннĕ, "Акконд-агро фирма" обществăн сĕт-çу цехне, бассейна, чиркĕве кайса курнă. "Флешмоб" ташлама вĕреннĕ, вылянă, юрланă, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă тата ытти те.

Ку программăна пурнăçа кĕртме К.Иванова, Н.Разина, С.Николаева, С.Васильева, С.Димитриева, С.Зайцева, В.Сидоров, М.Смолин, З.Григорьева, Э.Михайлова, Л.Смолина тата ытти учительницăсем хутшăннă. Юрра-кĕвве юратма вĕрентекен Е.Капитонова, Р.Николаев тренер, О.Андреева медицина сестри, Л.Кадикина завхоз, вожатăйсем хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçланă. Çамрăксем лагерьсенче кунсерен икĕ хутчен апатланнине палăртса хăвармалла. Кашни отрядăн стена хаçачĕ пурччĕ.

Тăрмăшри шкулти вĕренекенсен канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелессипе ĕçленĕ виçĕ лагерь тĕллевĕсене пурнăçа кĕртнĕ.

А.НИКИТИНА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика