01 июля 2014 г.
Республикăри çулсене юсас ĕçсем малалла пулса пыраççĕ. Ку енĕпе "Чувашавтодор", "Воддорстрой", "Ликта", "СтройТЕК", "Дорстрой", "Автодорсервис" обществăсем ĕçлеççĕ.
Кăçал пуш уйăхĕн пуçламăшĕнченпе регионри путăк-шăтăклă çул-йĕрсен 66000 ытла тăваткал метрне йĕркене кĕртнĕ.
"Тăвай-Чутей-Пысăк Кайпăç" маршрутлă çула юсама проект докуменчĕсем хатĕрлеме пуçланă. Утă уйăхĕнче асăннă объектра шăплăх хускалмалла.
П.СИДОРОВ