01 июля 2014 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ, террора хирĕçле комисси председателĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе террора хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ.
Унта массăллă обществăпа политика, культурăпа спорт мероприятийĕсем ирттернĕ вăхăтра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва пăхса тухнă. Асăннă ыйтупа Тăвайри культурăпа кану центрĕн директорĕ Валентина Александрова, "Аль" ФСК-ДЮСШ директорĕ Анатолий Кириллов, районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Борис Борисов информацисем туса панă. Террорла хăрушлăхран сыхланса сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене хỹтĕлессипе районти тĕп больница администрацийĕ мĕнле ĕçсем туса ирттернипе тĕп врачăн çумĕ Тамара Дьяконова паллаштарнă.
Ларура çавăн пекех район прокурорĕн "Террорпа экстремистла ĕç-хĕле хирĕçле сферăра законлăха мĕнле пăхăнни çинчен" информацие пăхса тухнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.