АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информации бюллетенĕ

01 июля 2014 г.

 

"Единая Россия" партин Ĕç тăвакан Тĕп Комитетĕнче селектор канашлăвĕ иртнĕ, ăна "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха - çĕнĕ пахалăх" форума пĕтĕмлетнине халалланă.

"Пирĕн умри чи пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри - пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн сферинче йĕрке тăвасси. ЖКХ рынокне хутшăнакансен пурин те яваплăха ỹстермелле. Сăмах тирпейсĕр ĕçлекенсен яваплăхне ỹстерес пирки кăна мар, ЖКХ услугисемпе усă курнăшăн вăхăтра укçа-тенкĕ тỹлемен граждансен тĕлĕшпе çирĕпрех мерăсем йышăнас пирки те пырать. Ку енĕпе РФ Патшалăх Думине Раççейĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан закон проектне тăратнă", - тенĕ партин Генеральнăй Канашĕн секретарĕ, патшалăх Думин вице-спикерĕ Сергей Неверов. Вăл "Управдом" парти проекчĕ вăйра тăнине, ăна малалла аталантарса пымаллине палăртнă.

Галина НИКОЛАЕВА, Федераци Канашĕн членĕ, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ

Федераци Канашĕн Комитечĕ çумĕнче Кăнтăр Хĕвелтухăç Украинăра пурăнакансене обществăлла пулăшу парас енĕпе ĕçлекен комитет йĕркелес ыйтăва хускатнă.

-Оптимист пулнă май эпĕ Украинăри хирĕç тăру сирĕлессе шанатăп. Çавах та эпир айккинче юлма пултараймастпăр, вăйсене пĕрлештерсен, эпир нумай ырă ĕç тума пултаратпăр, - палăртнă вице-спикер.

Политканаш ларăвĕнче

"Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн ларăвĕ иртнĕ. Уйрăм секретарĕ Н.Малов II кварталта мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарнă. Республикăра партин физкультурăпа сывлăх комплексĕсем, ача сачĕсем тăвас, "Халăх контролĕ", "Астăвăм вахти" тата ытти проектсем пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пыраççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика