01 июля 2014 г.
Район администрацийĕнчи ĕнерхи планеркăна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Структура подразделенийĕсен ертỹçисем, полици тата надзор ĕçĕсен уйрăмĕсен начальникĕсем иртнĕ эрнере туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Кулленхи пурнăçпа çыхăннă пĕр тăхтамасăр татса памалли ыйтусене те хускатнă.
Ку вăл муниципаллă çулсем тăвас, пуррисене юсас, çу кунĕсенче юхан шывсемпе кỹлĕсенче тата пĕвесенче шыва кĕнĕ чух асăрхануллă пулас, ялсенче вут-кăвартан сыхланас, ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне йĕркелес, çỹп-çапа вăхăтра турттарса тухас ыйтусем. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен асăннă ыйтусене татса парассипе куллен ĕçлемелле.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне нумай çул ỹсекен курăксене 2620 га çинче çулса пăрахнă, 4160 тн. сенаж (планпа палăртнин 47 проценчĕ), 910 тн. (26 процент) утă хатĕрленĕ.
Шкулсенче медицина кабинечĕсене юсас ĕçсем пуçланнă.
Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухнă.
Н.АЛЕКСАНДРОВА