АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуянкасси футболĕн - юбилей

27 июня 2014 г.

 

Федерацин "2006-2015 çулсенче РФ физкультурăпа спорта аталантарасси" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн пирĕн çĕр-шывра массăллă спорта аталантармашкăн 9 центр, искусствăлла майпа тунă 89 футбол уйĕ тата 3 манеж хута каймалла. "Пысăк çитĕнỹсен спортне аталантарасси тата спорт резервне хатĕрлесси" çум программипе килĕшỹллĕн Раççейре тĕнче (9) тата Европа (4) чемпионачĕсем иртмелле.

"Единая Россия" парти съездĕнче ятарлă программăпа ялти шкулсенчи спортзалсене 2016 çул вĕçлениччен юсаса пĕтерме хушма укçа-тенкĕ уйăрма йышăннă. Çак тĕллевпе республикăри районсенчи 25 спортзала юсама 21 млн. яхăн тенкĕ ямалла.

Хальхи вăхăтра футбола юратакансем телеэкрансем умне васкаççĕ, тĕрлĕ çĕр-шывсенчи футболистсем хăйсен пултарулăхне кăтартнипе паллашаççĕ. Çавăнпа манăн та ялти футбол историйĕ пирки çырас шухăш çуралчĕ. Пуянкассинче футболла выляма пуçланăранпа 60 çул çитет. Çавна май ыран пирĕн ялта уяв турнирĕ иртет. Вăл 13 сехетре пуçланать.

Кивĕ тата Çĕнĕ Пуянкасси ялĕсенче физкультурăпа спорт ĕлĕкрен хисепре пулнă.

Кивкас колхозĕ вăрçă умĕн Эль хĕрринчи улăхра акатуй ирттернĕ. Юрă-ташăсемсĕр пуçне унта чупса та ăмăртнă. Хĕрсем хушшинче Варвари (Андрей Филипчăн пулас арăмĕ) çĕнтерни паллă. Кайран унăн хĕрĕ Валентина та районти ăмăртусенче лайăх чупнине калатчĕç.

Çĕнкас каччисем Анатолий Филипповпа Юрий Неофитов (халь Шупашкарта ботаника сачĕн директорĕ) йĕлтĕрпе чупса районта Пуянкасси чысне хỹтĕлетчĕç. Пĕр çулхине Виталий Степанов, Тамара Егорова, Юрий Михайлов, Роза Филиппова, Володя Гурьев хутăш эстафетăра Тăвай, Тăрмăш, Нăрваш йĕлтĕрçисене хыçа хăварса "Социализм" колхоз командине мала кăларчĕç. Пуянкасси характерне кăтартнă мар-и? Володя Гурьев çавăн пекех çуран чупса тата тăршшĕне сиксе районти акатуйсенче те çĕнтернĕ.

Вениамин Анастасьев Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕреннĕ чухне ишессипе хулара тата республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă, Атăл урлă пĕрре мар ишсе каçнă.

Çĕнкас хĕрĕ Лена Волкова 1959 çулта Тăвай_Вăрмар тĕл пулура çуран еплерех вирлĕ чупрĕ, çĕнтернĕ хыççăн ăна хăнасем хăйсем те саламларĕç.

Çĕнкас каччи Анатолий Васильев тĕл перессипе республикăри ăмăртусенче чи лайăх енчен палăрса тăнă - спорт мастерĕн кандидачĕ.

Слава Петров кире пуканĕ йăтассипе районти ăмăртусене хутшăннă. Çĕнкас шкулĕн çамрăк хоккеисчĕсем (капитанĕ С.Кириллов) Канаш ачисене те çĕнтерсе янăччĕ.

Кивкас хĕрĕ Лиза Филиппова йĕлтĕрпе лайăх чупатчĕ, Сыктывкарта спорт мастерне çитнĕ терĕç.

Иван Соловьевпа Николай Кондратьев паян кунччен республикăри шахмат турнирĕсенче аван выляççĕ.

Калас пулать, физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе Çĕнкас шкулĕпе культура çурчĕ тата Кивкасри библиотека нумай ĕçленĕ. П.В.Макаров учитель хĕллесенче Константин Семеновичсен умĕнчи çырмара футболла та тăтăш выляттаратчĕ. П.В.Гаврилов учителе паянччен ырăпа асăнаççĕ.

Кивкасри библиотекăна çĕнĕ хыпарсем итлеме (вăл шутра спорт çинчен те) "Родина" радиоприемник парнеленĕччĕ, каярахпа çаврака пысăк абажур туянса пачĕç (унччен вуннăллă краççын лампипе ларнă). Культура пайĕн пуçлăхĕ Новомир Поликарпович хăйсен ялне пулăшмасăр хăвармасть çав тетчĕç.

Икĕ ялĕнче те волейболла вылянă. Кивкасра Вырăс Микитисен тĕлĕнчи площадкăра кам кăна выляман-ши? Каç кỹлĕм куллен 15_20 çамрăк пухăнатчĕ. Виçĕ парти хыççăн çухату тỹсекен команда тухса ỹкнĕ, урăххисем кĕретчĕç. Ялта библиотекарьте Тăрмăш хĕрĕ Нина Гладкова ĕçлетчĕ, вăл волейбол сеткипе çăмха илсе пачĕ, укçине те ял Совечĕ, те колхоз правленийĕ уйăрнă _ астумаççĕ.

Çĕнкаса, Çĕнçырмана, Тăвайне кайса вылянă, Улянкă çамрăкĕсем хăйсем пухăнса килнĕччĕ.

Сăхăтпуç вăрманĕнчи акатуйра малтанхи вăхăтра командăна Геннадий Бурмистров капитан пулса ертсе тухатчĕ, вара - ун шăллĕ Василий. Çавăн чухне пирĕн çамрăксем акатуйра çĕнтерчĕç. Унтан Ваня Кондратьев нумай çул капитан пулчĕ, çав çулсенче те пирĕн волейболистсем ялан хĕрỹ вылянă. Вăлах _ футбол командин капитанĕ.

1954 çулта Миките Ванин пуçарăвĕпе çамрăксем урамра футболла выляма пуçларĕç. Данилсемпе Люцисен тĕлĕнче. Икĕ каç кỹлĕм волейболла, виççĕмĕшĕнче футболла тупăшатчĕç. Анчах футболра волейбол çăмхи тỹсеймест, çĕнни туянсан волейбол çинех куçрĕç.

1964 çулта Эль хĕрринчи улăхра ятарласа футбол площадки тунă. Славикпе Виталий Петровсем, Владимир Степанов, Василий Никитин, Вячеслав Петров, Иван Иванов, Владимир Алексеев, Михаил Иванов, Владилен Галкин, Михаил Егоров, Николай Тихонов, Юрий Михайлов, Ваня Кондратьев, Кузьма Кузьмин тата ытттисем тăрăшса ĕçлерĕç. Пахча çимĕç бригадин бригадирĕ Иван Филиппов хăй ĕçленисĕр пуçне икĕ сак тума материалсем те пачĕ.

Вăл вăхăтра районта футболла Киччĕ, Тăвай, Нăрваш командисем ытти çĕре тухса вылянине палăртрĕ киччĕсен капитанĕ Василий Николаевич Волков.

Çав çулах пирĕн команда Нăрваша кайнă, 0:1 шутпа çухату тỹснĕ. Çуран кайнă, çуран килнĕ. Кăштахран нăрвашсем хăйсем килсе пире çĕнтерчĕç. Вĕсен капитанĕ Николай Иванов хастар çамрăкчĕ, юриста вĕренсе тухрĕ, Çĕмĕрлере судьяра ĕçлерĕ пулас. Шел, пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ.

Тепĕр икĕ эрнерен Геннадий Тимофеев водитель грузовикпе Энĕшпуçне илсе кайрĕ, хăй те лайăх вылянăччĕ. Каярахпа энĕшпуçсем хăйсем команда пухса килчĕç.

Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ. "Буяново" республикăра та чылай çул вылярĕ. Иккĕмĕш лигăра начар мар вырăнсем йышăннă.

Кубокшăн ăмăртса 1998 çулта республика чемпионне "Волгăна" йышăнни асрах. Иккĕмĕш тайм вĕçĕнче хăнасен бомбардирĕ Сергей Верхунов мечĕк кĕртме пултарчĕ пултарчех, 0:1 шутпа çухату тỹсрĕмĕр. Сăмах майăн, Шупашкар каччи лайăх судьяччĕ те.

1999 çулта каллех кубокшăн маларахри чемпиона "Стале" йышăнтăмăр. 2:1 шутпа ăнăçу хăнасен енче пулчĕ. Республикăри ăмăртусене хутшăнма "Буяново" командине "Акконд" обществăн генеральнăй директорĕ В.Н.Иванов, районти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ пулнă А.И.Михайлов та нумай пулăшрĕç. Вĕсене те тав сăмахĕ калас килет.

Аса илмелли самантсем тем чухлех.

Володя Кондратьев çăм нускипе те вылянă, пĕр тĕл пулуран та мечĕк кĕртмесĕр тухман темелле, пысăк хăвăртлăхпа тапăнатчĕ, çỹлти çăмхасемпе "хуçаланатчĕ". Виталий Казаков пур линире те маттурччĕ, юлашки минутсенче те çăмха кĕртетчĕ. Валерий Бурмистровăн техника пысăк. Анатолий Кузьмин вирлĕ тапăнакан пулнă. Николай Соловьев, Павел Федоров, Валерий Тихонов, Владимир Ивановпа Анатолий Николаев - шанчăклă хỹтĕлекенсем. Вячеслав Прохоров вратаре ырăпа асăнмалла. Андриян Никитин пысăк çын мар пулин те улатăрсен çỹллĕ те тĕреклĕ футболисчĕсене еплерех муталарĕ - чи кирлĕ мечĕке тапса кĕртсе район командине зонăра мала кăларчĕ.

Геннадий Краснов кашни тĕл пулурах нумай ĕçленĕ, пĕр çулхине район чемпионатĕнче 24 мечĕкпе чи лайăх бомбардир пулса тăчĕ. Владимир Григорьев çурма хỹтĕлевçĕ малти линире те çивĕч вылятчĕ.

Виталий Павлов, акă, Кỹкеçре кил хуçисен хапхине 40 метрсенчен тапса çăмха кĕртнĕччĕ. Кỹкеçрех 16-ри Юрий Павлов вратарьте тăчĕ, ничья пулнă хыççăн пилĕк пенальтирен иккĕшне кĕрттермесĕр бутсы пуçĕпе те пулин сирпĕтсе яма пултарчĕ. Шăмăршăра вылятпăр, кил хуçисем 2:0 шутпа малта пыраççĕ. Вăхăт нумаях та юлман, пилĕк минут хушшинче Володя Гордеевпа Юрий Павлов 30-35 метрсенчен пĕрер мечĕк хапхана ăсатрĕç - никам çĕнтерейменнипе таврăнтăмăр. Сергей Кириллов Вăрмарта "Мебельщике" тăватă çăмха кĕртсе тĕлĕнтерчĕ. Ишлейсен штраф площадкине диагональпе вĕçекен çăмхана Валерий Ефимов, хăй икĕ метрсем сывлăшра вĕçсе, пуçпа хапхана ăсатрĕ. "О-о, красавец гол", - терĕ Анатолий Некрасов тĕп судья. Радик Ермачев хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтаратчĕ, виçĕ-тăватă футболист ушкăнĕнчен шăтарса тухма пултаратчĕ. Анатолий Осипов та илемлĕ голсен авторĕ. Тĕп составра Женя Федоровпа Андрей Максимов çамрăксем те вăйлă тапăнса выляма пуçларĕç.

Валерий Ильин - лайăх хỹтĕлекен-тапăнакан, вратарь те, организатор та.

Анчах пĕр çитменлĕх пурччĕ: чылай чухне ытти районсене йăвашрах составпа тухса кайнă, вара очкосем çухататтăмăр. Юрать, Кармалтан Юрий Салмин, Тăвайран Гера Петров, Валерийпе Сергей Шернесем пыратчĕç. Тăвайри Владимир Саперовпа Владимир Михайлов, Тăрмăшри Владимирпе Сергей Шепельсем, Нăрвашри Николай Никитин та вылянă пирĕншĕн. Пысăк тав вĕсене.

Футбол Пуянкасси çамрăкĕсене хавхалантарнă та. Икĕ ялĕпе 250 çынна яхăн вылянă иккен. Кашнинех асăнма вырăн çитмест. Юрий Максимов, Владимир Ильин, Владимир Якимов, Георгий Краснов, Вениаминпа Геннадий Никитинсем, Лев Григорьев, Федор Леонтьев, Иван Тихонов, Виталийпе Геннадий Алексеевсем, Олегпа Анатолий Павловсем, Петр Михайлов, Валерий Самарин, Сергейпе Саша Гордеевсем, Данилпа Федя Кондратьевсем, Василий Алексеев, Юрий Капитонов, Юрий Алексеев, Валерий Новомиров, Виталий Николаев, Анатолий Александров, Анатолий Константинов, Юрий Кузьмин тата ытттисем - ăшă сăмаха тивĕç.

Ялти футбол аталанăвĕнче Валерий Филипповпа Сергей Тимофеев тренерсен тỹпи пысăк. Совхоз директорĕ В.С.Степанов командăна пур енĕпе те пулăшса пыратчĕ.

Стадион хăяккăнччĕ. Республикăри футбол федерацийĕ хăнасене йышăнма ирĕк памасть. Плотина тума килнĕ бульдозерист çỹл енчи тăпрана хыра-хыра антарма килĕшрĕ. Совхоз директорĕ М.В.Васильев хушнипе Иван Фирсов погрузчикпе хура тăпра кăларса самосвалсем çине тиесе тăчĕ - Леонид Васильев водитель 73 рейс, Виталий Бабушкин 5 рейс туса турттарса килсе тăкрĕç. ПДУри Павел Сорокин грейдериста салатса тикĕслеме илсе улăхнăччĕ. Вара Михаил Васильевичах йывăç хапхасене ылмаштарма хăмла пăрăхĕсем уйăрса пачĕ.

Совхоз директорĕ пулнă, халĕ ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Н.С.Васильев та командăна ялан пулăшнă, пулăшать те.

Юлашки çулсенче "Буяновский" цех ертỹçи А.В.Анастасьев, хăй те командăра лайăх вылянăскер, стадиона çĕнетсе хăтлăх кĕртме 100 пин тенкĕ ытла уйăрчĕ, ĕç-пуçсемпе кăсăклансах тăрать.

Футбол - йывăр вăйă. Тĕл пулу результачĕ судьясенчен те нумай килет. Апла пулин те вăл районта, çав шутра Пуянкассинче те, малалла аталантăр.

Хальхи вăхăтра районта футбол чемпионачĕ пырать. Унта пирĕн ялсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Республикăра тăрмăшсем лайăх выляççĕ, ăнăçусем сунар вĕсене.

Çĕр-шывра ялти футбола аталантарни кирлĕ. Вара Раççей сборнăйĕ те çỹлĕрех шая çĕкленмелле. Хула ачисенчен йĕркеленĕ командăн икĕ тайм хушши хĕрỹ кĕрешме хевте çитеймест.

Г.СОЛОВЬЕВ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика